22 декабря 2010 г.
Редакцие темле ыйтупа шăнкăравлакан та пур. Пĕрисем çĕнĕ хыпарсем пĕлтереççĕ, иккĕмĕшсем салам е пĕлтерÿ парасшăн, теприсен тата урăх ыйту. Юлашки вăхăтра шăнкăравлакансем вара район центрĕнче ниçта та туалета кайма çукки пирки тарăхса-пăшăрханса пĕлтерчĕç.
Чăнах та, ял çыннин район центрне тĕрлĕ ыйтупа килме, темиçе учреждение те çитме тивет. Паллах, кашни организацирех туалет пур. Анчах ниçтах та клиентсене кĕртесшĕн мар, питĕрсех тăраççĕ. Район администрацийĕн картишĕнче ик-виç çул каялла çĕнĕ туалет турĕç. Алăкне вара код лартса хунă, ăна кунта ĕçлекенсем çеç пĕлеççĕ. Тепĕр чухне автостанци çумĕнчине те питĕрсе илеççĕ. Нушаллă çыннăн таçта кайса кĕмелле; Тен, пурне те кĕрсе çÿреме юраканни тумалла е учрежденисем çумĕнчисен алăкĕсем пурин валли те уçă пулмалла;
Çак ыйтупа пирваях район администрацийĕн пуçлăхĕпе Г.Ф.Волковпа калаçрăмăр.
— Район центрне çынсем автобуссемпе килеççĕ, вĕсем-пех каялла каяççĕ. Автостанци туалетне яланах уçă тытмалла тесе начальникне А.В.Красновăна темиçе те асăрхаттарнă,— хуравларĕ Геннадий Федорович.
Кун хыççăнах Анна Витальевнăпа çыхăнтăмăр. Вăл çапла пĕлтерчĕ:
— Автостанци урлă кунне 1 пин пассажир тухать, таврари магазинсенчи сутуçăсем, таксистсем, район центрне вăл-ку ĕçпе çитекенсем — урăх ниçта кайма çуккипе пурте кунта килеççĕ. Чăнах та, пурне те кĕртменни пулать туалета. Аллинче билет камăн пур, вĕсене чармастпăр. Туалет шăтăкне, емкоçĕ пĕчĕккипе, уйăхра каяшсенчен 2—3 те тасатма тивет. Хальхинче «Водоканал» предприятие темиçе хутчен каланă турттарса тухма, анчах вĕсем хыççăн уйăхĕпе чупсан та пайти пулмарĕ. 2011 çулта Чăваш Республикинчи пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕ кунта çĕнĕ туалет тума палăртать. Ун чухне лару-тăру çăмăлрах пуласса шанатпăр.
Паркра та пур нушник. Анчах унта кĕме шиклентерет, халь-халь ишĕлес пек. ЗАГСа килекенсем те ниçта кайма çуккипе библиотека стенисене «шăвараççĕ», подстанци хыçне чупаççĕ.
Татса памаллах туалет проблемине. Ыйтăвĕ пĕрре пăхма вак-тĕвек пек туйăнать пулин те, чăннипе апла çеç мар çав. Пурне те халăхшăн тăватпăр тесе калатпăр пулсан, тек нушалантарас марччĕ ял çыннисене.
Источник: "Каçал Ен"