АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсемпе те, çамрăксемпе те ĕçлет

22 декабря 2010 г.

Пирĕн районти Пенси фончĕн служби 1991 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе пуçăннă. Пенси фончĕн Положенийĕпе килĕшÿллĕн пенси системинчи ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе икĕ уполномоченнăй тăрăшма пуçланă. Чăн малтанах страховани взносĕсене тÿлекенсемпе (ĕçпе тивĕçтерекенсемпе) ĕçлеме тытăннă. Вĕсене пурне те регистрациленĕ.

РСФСР Верховнăй Совечĕн 1990 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи постановленийĕпе Раççей Федерацийĕн Пенси фондне туса хунă.

1997 çулта Раççей Федерацийĕн 1996 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи патшалăхăн пенси страхованийĕн системине кашни çынна уйрăммăн (персонификациллĕ) шута илессине кĕртесси çинчен калакан саккунне пурнăçлассипе ĕçлеме пуçланă.

2001 çулта Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕпе Чăваш Республикин Правительстви хушшинчи килĕшÿпе уполномоченнăйсен службин никĕсĕ çинче Пĕрлĕхлĕ Пенси службине туса хунă. Асăннă çултан пуçласа районта Пенси фончĕн управленийĕ ĕçлет. Ăна юридици прави те панă. Кун пек улшăну çĕнĕлле условисенче ĕçлеме хистенĕ. Урăхла каласан, вăл çĕр-шывра пенси тытăмне реформăлассипе çыхăннă. Пенси фончĕ çавăнтан пуçласа патшалăх пенсийĕпе тивĕçтерессипе ĕçлеме пуçларĕ. Унсăр пуçне пенси фончĕн суммине ÿстерсе пырасси те (инвестицилесси), патшалăхăн мар пенси фончĕсемпе çыхăну тытса ĕçлесси те Пенси фончĕн служби çине тиеннĕ. Çапла вара Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕпе пĕрлех унăн районти управленийĕ те аталанса вăй илнĕ.

Управлени виçĕ пая пĕрлештерсе тăрать. Пĕри пенсие тухакана пенси шутласа парассипе, тепĕр хут шутлассипе, пенси тÿлессипе, страхланисен пенси прависемпе ĕçлет. Тепри персонификациллĕ шута илессине пурнăçласа пырать. Виççĕмĕшĕ — финанспа экономика уйрăмĕ (ушкăнĕ). Унсăр пуçне юрисконсульт, автоматизаци специалисчĕ, кадрсемпе, хутсене тирпейлесе тăракан специалист ĕçлет.

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 7750 пенсионер шутланать. Вăтам пенси 5819 тенкĕпе танлашать. Çакă республикăри пенсионерсен пурăнмалли чи пĕчĕк виçин 152 проценчĕ чухлĕ пулать. Реформа пуçланнăранпа пенси виçи 20 хут ÿснĕ.

Пенси фондĕнче халăха йышăннипе пĕрлех эпир вырăна тухса çÿресе тĕл пулусем ирттерессине те йĕркелерĕмĕр. Ятарлă автобуспа уйăхне 3—4 хут ял поселенийĕсенче пулатпăр. Унта пурăнакансене йышăнатпăр, хăш-пĕр ыйтăва вырăнтах татса паратпăр. Çакă инçете тухса çÿреймен ватăсемшĕн меллĕ.

Управлени специалисчĕсем пулас пенсионерсен ĕç стажĕ пирки те документсем пуçтарассипе ĕçлеççĕ.

Пенси страхованийĕ регистраци тунă чухне страховани свидетельстви парать, унта кашни çыннăн хăйĕн лицевой счечĕн номерне кăтартать. Ун пек счет пирĕн патăрта страхланă кашни çыннăн пур. Счетра страхланă çыннăн пĕтĕм кăтартăвĕсене тупма пулать: ĕç стажĕ, ĕç укçи, страховани взносĕ мĕн чухлĕ килсе кĕни тата ытти те. Çавсене шута илсе ĕнтĕ вăхăт çитсен çынна пенси шутласа паратпăр, пенсие кăларатпăр.

Паянхи кун тĕлне Пенси фончĕн районти управленийĕнче страхланă 25800 çын шутра тăрать. Страховательсем пурĕ 1107. Вĕсенчен 310-шĕ — предприятипе организаци, 800 яхăн предприниматель.

Пенси фончĕ налук, суд приставĕсен службисемпе, социаллă хÿтлĕх пайĕпе, ЗАГСпа, район администрацийĕпе, ял поселенийĕсемпе тата ытти органсемпе тачă çыхăну тытать.

Коллективра 26 çын ĕçлет. Вĕсенчен чылайăшĕ аслă пĕлÿллĕ. Л.В.Шашкина, Р.Г.Салахутдинова, Г.Г.Гельмендинова, В.В.Голубева, И.З.Алиуллова специалистсем Пенси фондне туса хунăранпах кунта тăрăшаççĕ. Туслăн, килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ управленире тăрăшакансем.

Юбилей кунĕсенче Пенси фондĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă В.К.Самукова, З.К.Артюшкина, Г.И.Сорокина ветерансене ырăпа аса илес килет, вĕсене пурнăçра ăнăçу, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

2007 çулта РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ хăтлă çурта куçрĕ. Çакă специалистсемшĕн те, клиентсемшĕн те аван. Кунта килекенсене йышăнма, ĕçлеме условисем пур. Пĕтĕм кăтартусем компьютерсем çине çырăнса пыраççĕ. Çак çурта хута яма пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Г.Ф.Волкова, строительсене чĕререн тав тăватăп. Районти Пенси фончĕн управленийĕн начальникĕнче тăрăшнă З.В.Каринкинана туслă, ĕçлĕ коллектив йĕркеленĕшĕн, пурлăх никĕсне çирĕплетес енĕпе тăрăшнăшăн ырă сăмах калатăп. Специалистсене уяв ячĕпе саламлатăп, халăх ыйтăвне тивĕçтерес енĕпе тăрăшма вăй-хал сунатăп.

Пенси фончĕ ватăсемпе те, çамрăксемпе те ĕçлет, ĕçлĕ те.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика