АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пленум иртнĕ

22 декабря 2010 г.

Нумаях пулмасть агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн пленумĕ пулса иртнĕ. Ăна райком председателĕ В.Н.Гаврилов ертсе пынă. Малтанах район администрацийĕн ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Н.В.Прокопьев тухса калаçнă. Вăл ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç сыхлавĕ, техника хăрушсăрлăхĕ тата ытти ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Çаксем çинченех «Агропромхимия» ООО, «Комсомольская сельхозтехника» ООО профком председателĕсем Ю.Ю.Атласкина, Н.С.Морозов, социаллă страховани уйрăмĕн тĕп специалисчĕ В.А.Тихонова сăмах илнĕ.

Обязательнăй медицина страхованийĕ пирки тата унти çĕнĕлĕхсем çинчен «Чувашия Мед» страхлакан компанин районти уйрăмĕн начальникĕ З.А.Галкина ăнлантарса панă. Профсоюз комитечĕсен председателĕсем çÿлерех асăннă ыйтусемпе кирлĕ йышăнусем тунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика