АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пĕлтерĕшли — ачасене пĕлÿ парасси

22 декабря 2010 г.

Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн çурчĕ — районта чи çĕнни. Аякранах вăл илемлĕн курăнса ларать, ачасене вĕренме йыхравлать. Çак кунсенче асăннă шкул директорĕпе С.А.Лукияновпа курса калаçрăм, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтрăм.

— Сергей Александрович, Вĕрентекен çулталăкĕ хыçа юлчĕ тесен те тĕрĕс. Мĕнле шухăш-кăмăлпа вĕçлетĕр ăна?

— Ятарласа çулталăк тесе палăртмасан та, вĕрентекенĕн кирек хăçан та ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе ĕçлемелле. Енчен те çав профессие суйласа илтĕн пулсан, темĕнле хĕн килсен те пуç усмалла мар. Пирĕн шкулти вĕрентекенсем çав чăнлăха шута илсе ĕçлеççĕ. Çавăнпа та ачасен пĕлÿ шайĕ те япăх мар тесе шутлатăп. Шкулта 17 вĕрентекен тăрăшать. Вĕсенчен ытларахăшĕ опытлă.

— Вĕсем, паллах, çамрăксемшĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ ĕнтĕ.

— Паллах. А.Н.Пушкина, Л.П. Поргунова вĕрентекенсем çамрăк учительсене кирлĕ канашсем, сĕнÿсем пама хатĕр. Т.Ю. Мальчикова, Г.Ф.Никифорова, В.И.Плешков, Р.Р.Мезитова — аслă категориллĕ вĕрентекенсем. Вĕсен урокĕсем хăйне евĕр, интереслĕ иртеççĕ. Ачасем вĕсене уйрăмах килĕштереççĕ. Вĕрентнипе вĕрентменни пĕр тан мар. Ку сăмахсене эпĕ хăш-пĕрне хурласа та, мухтаса та калас теместĕп. Çапах та чунне парса вĕрентекенсен çитĕнÿсем пур. Вĕсем пĕлÿ панă ачасем олимпиадăсенче мала тухаççĕ, шкул пĕтерсен аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсем те ытларах. Акă, иртнĕ çулхи вĕренÿ çулне 2 ача ылтăн, 3 ача кĕмĕл медальсемпе пĕтерчĕç.

Кăçалхи пĕрремĕш чĕрĕк кăтартăвĕсем те аван.

— Сергей Александрович, шкулĕ пысăк, условисем çителĕклĕ. Миçе ача пĕлÿ илет?

— Пирĕн шкула Аслă Чурачăк, Чĕчкен, Анат тата Тури Ти-мĕрчкасси ялĕсенчи ачасем çÿреççĕ. Кÿршĕ ялтан вĕренме килекенсене шкул автобусĕ турттарать. Ирсерен пурĕ 100 ача партăсем хушшине ларать. Унсăр пуçне кĕске вăхăтлăх ушкăна 20 ача çÿрет. Шкулта чăваш тата тутар ачисем килĕштерсе пурăнаççĕ, вĕренеççĕ. Классем çутă, вĕрентÿ хатĕрĕсем çителĕклĕ, компьютер класĕ пур.

— Компьютер терĕр те, ачасем унпа ĕçлеме юратсах вĕренеççĕ пулĕ?

— Вĕренеççĕ тени тĕрĕсех те мар. Халĕ чылай ачан килĕнчех çак ăслă машина пур. Информатика урокĕсенче вĕсем ăсталăхне анлăлатаççĕ, кăткăсрах операцисем тума хăнăхаççĕ. Унпа Л.Н.Глинкина вĕрентет. Вăл Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче те, пирĕн патра та пĕлÿ пама ĕлкĕрет. Паянхи кун, информатика технологийĕ аталаннă чухне, ку предмет кирлине ачасем лайăх ăнланаççĕ.

— РФ Президенчĕ Д.Медведев та, ЧР Президенчĕ М.Игнатьев та хăйсен çулталăкра пĕрре Федераллă Собрание тата Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕсенче ачасен сывлăхĕ, спорт ыйтăвĕсем çинчен чылай чарăнса тăчĕç.

— Вĕсемпе эпĕ тĕплĕн паллашрăм. Мана уйрăмах çемье, воспитани, вĕрентÿ тата ачасен сывлăхне çирĕплетессипе çыхăннă пайсем интереслентерчĕç. Икĕ Çырăвĕнче те питĕ тарăн шухăшсем палăраççĕ. Малашнехи тĕллевсене çавсемпе çыхăнтарса пырасшăн. Спорт тенĕрен, пирĕн шкулта пысăк спортзал пур. Унта спортăн чылай енĕпе тренировкăсем ирттерме те, ÿт-пĕве çирĕплетме те майсем çителĕклĕ. Уроксене çеç мар, каçхине те ачасем унта çÿреççĕ. Ял çамрăкĕсем те килеççĕ.

Юлашки вăхăтра шкул ачисем район шайĕнче те çитĕнÿсем тăваççĕ.

— Ачасене вĕри апатпа тивĕçтересси мĕнле пулса пырать?

— Пирĕн хамăрăн çĕр участокĕ пур. Унта ачасен вăйĕпех тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр, хĕле валли хатĕрлетпĕр. Апатра вĕсемпе усă куратпăр. Л.Николаевăпа Т.Григорьева пĕçернĕ апата ачасем юратса çиеççĕ, кăмăллă юлаççĕ.

— Малашнехи тĕллевсем мĕнле?

— Чи пĕлтерĕшли, паллах, ачасене тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшасси.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика