18 декабря 2010 г.
Кĕнеке пĕлÿ çăлкуçĕ тетпĕр. Паянхи кун информаци анлăшĕ пысăк пулнă май ачасем ытларах телевизор, компьютер умĕнче лараççĕ. «Библиотекăна çÿрекенсем те чылайăн. Фонд пуян, кирлĕ литературăна çийĕнчех тупса паратпăр»,— тет О.П. Григорьева библиотекарь çÿлĕксем çине кăтартса. Чăнах та, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вулавăшне кĕме кăмăллă. Тĕрлĕ темăсемпе çырнă кĕнекесене уйрăмшарăн вырнаçтарса хунă. Стендсемпе выставкăсем те йĕркеленĕ. Ольга Петровна кунта нумаях пулмасть çеç ĕçлет пулин те, ачасем ăна килĕштереççĕ.
Вĕренекенсем компьютер урлă Интернета кĕрсе самантрах кирлĕ информаци илме пултараççĕ. Электронлă дисксем те тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли пур. Вĕсене килĕсене те парса яраççĕ иккен.
Библиотекарь ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем те ирттерет. Вĕсене вĕренекенсем хапăлласах хутшăнаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"