АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк вĕçлениччен татăлăр

18 декабря 2010 г.

Çĕнĕ çула парăмсăр кĕнинчен лайăххи çук. Анчах районта тÿлевсене парса татманнисем те чылайăн. Çавăнпа та суд приставĕсен районти уйрăмĕ «Çĕнĕ çула — парăмсăр» акци ирттерет. Сăлтавĕ те пур. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3016 исполнителлĕ производство 25 миллион тенкĕ ытлалăх пулнă. Вăл шутран 362 уйрăм çынпа организацисен пурĕ 714599 тенкĕ налук тÿлемелле. Ку енĕпе суд приставĕсем ĕçлеççĕ-ха. Парăмсемпе татăлманнисенчен саккун çирĕп ыйтать. Унпа килĕшÿллĕн, парăмçăсен 5,5 миллион тенкĕлĕх пурлăхне арестлеме тивнĕ. 35 çынна парăмĕсене татмасăр Раççей Федерацийĕнчен тухса кайма чарнă. Вăхăтра тÿлеменнисен ытларах та тăкакланма тивет. Ун пеккисенчен 570 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Кăçалхи 11 уйăхра 55 парăмçăна административлă майпа явап тыттарнă, 8-шĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Çынсем ăнланса çулталăк вĕçлениччен парăмсемпе татăласса шанатпăр. Çавăнпа та ĕç кунне те 19 сехетчен тăсрăмăр. Шăмат кун та 9—14 сехетсенче йышăнатпăр.

Хăвăр мĕн чухлĕ парăмра пулнине суд приставĕ-исполнителĕнчен ыйтса пĕлме пултаратăр. Вĕсем Комсомольскинче, Ленин урамĕнчи 2-мĕш çуртра (почта çурчĕ) вырнаçнă. Сирĕн шăнкăравсене 5-14-38, 5-15-68 телефонсемпе йышăнаççĕ. Суд приставĕсен федераллă службин Чăваш Республикинчи управленийĕн «Узнай о своих долгах» сервис пулăшнипе те www.r21fssprus.ru сайтра тупма пултаратăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика