18 декабря 2010 г.
Кĕçех Çĕнĕ çул уявĕ çитет, елкăсем пуçланаççĕ. Паллах, симĕс чăрăш тавра йĕркеленĕ вăйă-кулă ачасен, аслисен асĕнче чылайлăха юлать. Анчах çак савăнăç кĕтмен çĕртен вут-çулăм тухнипе тĕксĕмленме пултарать. Апла ан пултăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн хăш-пĕр ансат йĕркисене пăхăнмалла:
— чăрăша ăшăтакан приборсенчен, телевидени приемникĕсенчен аяккарах, çирĕп, тĕреклĕ тĕп çине лартăр. Вăл зала кĕрсе-тухса çÿреме ан кансĕрлетĕр;
— çĕр мамăкĕнчен, хутпа целлюлозăран тунă теттесем, типнĕ чăрăш йĕпписем шăрпăкран, çуртасенчен, бенгали çулăмĕнчен тивсе илес хăрушлăх пур, çавăнпа чăрăша хăвăрт хыпса илекен япаласемпе илемлетмелле мар;
— чăрăш çывăхĕнче бенгали çулăмĕ çутма, хлопушкăсемпе, фейерверксемпе усă курма, çуртасем çутма юрамасть;
— заводра туса кăларнă электрогирляндăсем çеç çакмалла;
— ачасене хăйсем тĕллĕн кăна иллюминацие çутма ирĕк ан парăр, вĕсене çулăмран сыхлакан хатĕрсемпе усă курман марльăран, çĕр мамăкĕнчен çĕленĕ костюмсем ан тăхăнтартăр;
— çакна асра тытăр: синтетика материалĕсенчен тунă искусствăлла елкăсен çунас хăрушлăх пысăк тата çуннă чухне вĕсем çын организмĕшĕн сиенлĕ хутăшсемпе сывлăша варалаççĕ.
Енчен те çапах çулăм ăçта та пулин хыпса илсен пĕр тăхтаса тăмасăр пушар хуралне 01 телефонпа пĕлтерĕр, кĕсье телефонĕнчен 112 номерпе тÿлевсĕр шăнкăравлама пулать. Çынсене çийĕнчех залран илсе тухмалла та ал айĕнчи хатĕрсемпе пушара сÿнтерме пуçламалла. Çÿлерех асăннă йĕркесене пăхăнсан, уяв хаваслă иртсе кайĕ, кăмăлăр та çĕкленÿллĕ пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"