18 декабря 2010 г.
Çак кунсенче районти тĕп библиотекăра семинар пулнă. Унта библиотекарьсем хăйсен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă.
Паян, информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнче пурăннă май, ял библиотеки шăпах культура, вĕрентÿ центрĕ пулса тăрать. Çавăнпа та библиотекарьсен хăйсен ĕçĕнче инновациллĕ меслетсемпе усă курмалла, çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Ку тĕлĕшпе çулталăк тăршшĕпе вĕсемпе темиçе хутчен те консультацисем ирттернĕ, семинар-тренингсене хутшăнса калаçнă. Ку семинарта вара вĕсем «Парад идей и возможностей» ятпа иртнĕ çавра сĕтеле хутшăннă. Кашни библиотекарех хăйсен инновациллĕ шухăшĕсене пĕлтернĕ. Эксперт комиссийĕ Хырхĕрри, Элпуç, Çĕнĕ Мăрат, Асанкасси, Тукай Мишер библиотекисем, Йÿç Шăхаль, Хырай Ĕнел библиотека пункчĕсем палăрнине çирĕплетнĕ.
Çавăн пекех «Моя информационная культура» конкурс çĕнтерÿçисене те чысланă. Çĕнтерÿçĕ ята Е.Павлова (Элпуç) çĕнсе илнĕ. Р.Бахалдинова (Тукай Мишер) — иккĕмĕш, А.Ефремова (Йăлмахва) тата В.Потапова (Александровка) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсем парнесене тивĕçнĕ.
Семинар пуриншĕн те усăллă пулнă.
Источник: "Каçал Ен"