АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ

15 декабря 2010 г.

Районта çуралса ÿснĕ чаплă спортсменсене, паллă çынсене халалласа тĕрлĕ енлĕ ăмăртусем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вĕсем вуншар çул иртеççĕ. Хăш-пĕрне республикăри, ытти районсенчи спортсменсем те хутшăнаççĕ.

Асанкасси вăтам шкулĕнче кăçалхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройне Ф.Н.Чернова халалласа ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри ăмăртăвĕ 21-мĕш хут иртнĕ. Çав кун Вăрмарта тата Патăрьелĕнче çак енĕпе тупăшусем пулнă май, ытти çулхисем пек, командăсем йышлах килеймен. Çапах та кавир çинче тытăçусем çивĕч пулман тесе калаймастăн. Кашни спортсменах хăйĕн виçинче çĕнтерÿшĕн кĕрешнĕ. Хĕрÿ тупăшусенче пĕрремĕш вырăнсене Асанкасси вăтам шкулĕнчи С.Пыркин (28 килограмм), А.Андреев (54 килограмм), М.Максимов (58 килограмм), Р.Прокопьев (63 килограмм), Н.Миронов (76 килограмм) çĕнсе илнĕ. Ку шкул команди чи нумай очко пуçтарнă. Йĕпреç районĕнчен килнĕ кĕрешÿçĕсем, А.Андреев (32 килограмм), А.Пиктимиров (46 килограмм), А. Никитин (69 килограмм), Е.Петров (76 килограмран ытларах) иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен. Анат Тимĕрчкасси команди — Д.Парфенов (35 килограмм), Н.Краснов (38 килограмм), Р.Карпов (50 килограмм) — виççĕмĕш вырăнта.

Çĕнтерÿçĕсем Дипломсене тата хаклă парнесене тивĕçнĕ. Спортсменсене ăнăçлă ăмăртма Асанкасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Г.Н.Петухов, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Карпов, район представителĕсем Е.А.Тихонов, А.В.Пундяков, «Слава картофелю» компанин генеральнăй директорĕ А.П.Капитонов тата ыттисем те ăнăçу суннă.

Ăмăртăва ирттерме район администрацийĕ, «Асаново» ЯХПК правленийĕ пулăшу панă. Асанкасси вăтам шкулĕ вĕри апатпа сăйланă.

Ирĕклĕ майпа кĕрешессин спорчĕ районта анлăн сарăлса пырать. Анчах та йăлана кĕнĕ çак тупăшăва хамăр тăрăхран кăçал сахалрах спортсмен хутшăннине ăнланма йывăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика