15 декабря 2010 г.
Çанталăк улшăнсах тăрать, çавăнтах сивĕтсе каять, вăхăт нумай та иртмест, ăшăтса ярать. Çулсем пăрлак. Мĕн тăвăн, хĕлĕн хăйĕн саккунĕсем. Ки-лĕшсен килĕшмесен те урама тухсан асăрханулăх çинчен манмалла мар. Хĕллехи çанталăк çитнĕçемĕн сиен куракан çынсем те пулчĕç. Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи икĕ ача — 12-ри тата 5-ри — пĕвере путса вилчĕ. Декабрь уйăхĕн пуçламăш кунĕсенчех шăнса вилнĕ тĕслĕх те пулчĕ. Тĕвенеш ялĕнче пурăннă, 1932 çулта çуралнă хĕрарăмăн виллине тупнă. Сăлтавĕ — сивĕ çанталăк.
Халĕ хĕл пуçланнă çеç-ха. Малашне вăл хăйĕн характерне хăш енчен кăтартасса пĕлме çук. Шартлама сивĕсем те пулĕç. Кĕçех пысăк уявсем çитеççĕ. Пытарма кирлĕ мар, вĕсем ĕçкĕ-çикĕсĕр иртмеççĕ. Ытлашши ÿсĕрĕлсе кайиччен, ураран ÿкиччен эрех-сăра ĕçмелле мар. Ватă çынсем, пĕччен пурăнакансем çине те ытларах тимлĕх уйăрмалла. Пăрлак çулпа пынă чухне те шуса ÿкесрен асăрханмалла. Инкек-синкекшĕн çанталăка çеç айăплама кирлĕ мар. Хамăрăн тимлĕрех пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"