АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхи учителĕсен фестивалĕнче

15 декабря 2010 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен 7-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Фойере чăвашла тăхăннă хитре пикесемпе маттур каччăсем хăнасене çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç, вĕрентекенсен кăмăлĕсене хăпартрĕç. Ун хыççăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.А.Смирнова фестивалĕн кун йĕркипе паллаштарчĕ.

Фестиваль хăнисем уçă урок итлеме виçĕ ушкăна пайланчĕç. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕрентекен Т.Ю.Ермолаева Н.Евдокимовăн «Картара», «Пичеври лашапа тĕпри лаша» юптарăвĕ тăрăх 8-мĕш класра панă уçă урок комисси членĕсене çеç мар, ачасен кăмăлне кайни те тÿрех курăнчĕ. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕрентекен Л.Н.Яковлева вара Е.Нарпин «Тивĕç» калавĕ тăрăх панă урок ачасен асĕнче яланлăхах юлчĕ. Вĕренекенсен чăвашла тулли хуравĕ, калав тăрăх сценка лартса пани — пурте вырăнлă пулчĕç урокра. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул учителĕн Н.Г.Боровкован «Глаголсем çинчен вĕреннине аса илни» пĕтĕмлетÿ урокне итлекенсем пысăк хак пачĕç. Вĕрентекен унăн кашни пайне методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркеленĕ.

«Чи кăтартуллă урок» номинацие Т.Ю.Ермолаева, Л.Н.Яковлева, Н.Г.Боровкова тивĕçрĕç. Çавăн пекех «Чи лайăх кăтарту хатĕрĕ» номинацие те вĕсемех илчĕç. Çак номинацире тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкул учителĕ В.С.Ефимова та палăрчĕ. Вăл 5-мĕш класра М.Ухсайăн «Ирхи сывлăм» калавне вĕрентесси» ятлă методика тишкерĕвне хатĕрленĕ.

Фестиваль пурин кăмăлне те кайрĕ. Юлашкинчен хăнасене хиртимăнтăрсем вĕри чейпе, пылпа, тутлă кукăльпе хăналарĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ячĕпе районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи С.Г.Индюкова шкул ертÿçисене тав сăмахĕ каларĕ, йывăр та пархатарлă ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика