15 декабря 2010 г.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, октябрĕн 14—25-мĕшĕсенче Раççейре,
республикăра, çавăн пекех пирĕн районта халăх çыравĕ пулнă. Пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие мĕнле хатĕрленсе ирттерсе янă-ха?Асăннă тата ытти ыйтусемпе халăх çыравĕ енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăйпа Н.А.Белковпа курса калаçрăм.
— Николай Александрович, яваплăх пысăк пулчĕ пулĕ?
— Паллах. Çырав — çĕр-шыв шайĕнчи пысăк мероприяти. Ăна хатĕрленес тĕлĕшпе чылай малтан ĕçсем ирттернĕ. Малтанах ятарлă плансем туса хунăччĕ. Организацилле план йĕркелерĕмĕр. Ĕçĕсем нумай пулнă ĕнтĕ, пурне те асăнса та пĕтереймĕн.
— Çырав вăхăтĕнче ĕçлекенсене те маларах çирĕплетсе хунă пулĕ?
— Çапла. Вĕсем хăйсене шаннă ĕçсене тÿрĕ кăмăлпа тата вăхăтра пурнăçларĕç, пăрахса каякансем пулмарĕç.
— Çырав вăхăтĕнче кĕтмен чăрмавсем сиксе тухмарĕç-и?
— Ун пекки пулмарĕ. Çакă мероприятие маларах тĕплĕн хатĕрленнинчен те килчĕ пулĕ.
Районта пурăнакансем ку мероприятие ăнланса хутшăнни мана савăнтарать. Мана çеç мар пулĕ, района ертсе пыракансене, яваплă специалистсене те. Пурте тенĕ пекех çыравçăсен ыйтăвĕсене хуравлама килĕшнĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ялсенчи арçынсем тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çÿреççĕ. Хăшĕ-пĕри çырав вăхăтĕнче килĕнче пулайман. Мăшăрĕсем вĕсем çинчен пĕлтернĕ. Ку саккуна пăсмасть.
— Пирĕн районта çырав енĕпе чылайăн ĕçленĕ-и?
— Чылайăн тесе калас килмест. Пурнăçламалли ĕç калăпăшне кура 73 çын кил тăрăх çÿресе халăхран кăтартусене ыйтса пĕлнĕ. Кунсăр пуçне стационарлă 8 пункт ĕçленĕ. 18 инструктор çыравçăсене кирлĕ сĕнÿсемпе, канашсемпе пулăшса пынă.
— Николай Александрович, 2010 çулхи çыравăн тулли пĕтĕмлетĕвĕсем пирки калаçма иртерех пулĕ-ха?
— Ку ыйту çине хуравласа эпĕ Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕн ертÿçин, правительство комиссийĕн председателĕн çумĕн Э.Максимовăн сăмахĕсене илсе кăтартасшăн. «Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕ çĕр-шывра вĕçленмен-ха, унăн пĕрремĕш тапхăрĕ кăна иртнĕ. Тĕнчери стандартсемпе килĕшÿллĕн унăн кăтартăвĕсене пичетлесе пĕтерсен кăна çырав хыçа юлчĕ теме пулать»,— пĕлтернĕ вăл. Çавна май пысăк ĕçсем туса ирттерме тивет. Апла пулин те халăх йышĕпе çыхăннă уйрăм кăтартусем паллă ĕнтĕ. Çапах та хальлĕхе вĕсемпе халăха паллаштарма тăхтарах тăратпăр-ха.
— Малтанхи цифрăсене тĕплĕнрех хăçан пĕлме май килĕ?
— РФ Правительствин йышăнăвĕпе халăх çыравĕн итогĕсене пĕтĕмлетмелли йĕркене тата вăхăта палăртакан пра вилăсем пур. Вĕсем тăрăх кăтартусене икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ: 2011 çулхи çуркунне тĕлне халăх йышĕ пирки малтанласа пĕлтермелле. 2011—2012 çулсенче пĕтĕмĕшле кăтартусене хатĕрлесе çитермелле. Çырав кăтартăвĕсемпе Интернетăн ятарлă сайтĕнче паллашма май килĕ. Çавăн пекех вĕсене официаллă майпа пичетлĕç.
Источник: "Каçал Ен"