11 декабря 2010 г.
2010 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче РФ премьер-министрĕ Владимир Путин нацин табакпа кĕрешекен концепцине йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн пирус туртакансен йышĕ 2015 çулччен 15 процент таран чакмалла. 2011 çулта табак рекламине чакарĕç, паллах, пилĕк çуллăх планне пурнăçа кĕртмешкĕн çамрăксен пулăшăвĕ кирлĕ.
Юлашки тапхăрта патшалăх пируспа кĕрешес ĕçе хăйĕн çине илчĕ. Утă уйăхĕнче сигарет курупкисенче тĕтĕм мĕнле сиен кÿнине пĕлтерекен лаптăксем пысăкланчĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн шухăшлавĕ улшăнчĕ-ши? Вĕсем сиенлĕ йăлана мĕнлерех хаклаççĕ? Иртнĕ уйăхра Реабилитаципе çĕнетекен медицинăн республикăри центрĕн специалисчĕсем ыйтăм ирттернĕ. Унта 18-тан пуçласа 36 çул тултарнисене явăçтарнă. Анкетăри ыйтусем çамрăксем пирус туртакансене мĕнле хакланине палăртма май панă. Пĕтĕмлетĕве пĕлтерме кăмăллă: сывлăха сиен кÿрекен «мода» витĕмĕ чакать. Вулакан ас тăватех: иртнĕ çулсенче чĕлĕм пуçтахлăх палличчĕ. Çапах çамрăксен пысăкрах пайĕ çăвара пирус хыпнине çитĕнсе çитнипе сăлтавлать. Ыйтăма хутшăнаканнисенчен 52 проценчĕ çапла шухăшлать, 36 проценчĕ ятлă-сумлă тантăшсен ушкăнне кĕрессишĕн сывлăхне сиенлет. 20 проценчĕ пирус калаçăва йĕркелеме пулăшать тет, кашни пиллĕкмĕшĕ пурнăçри йывăр лару-тăрăва пула туртма пуçланине асăнать.
Çамрăксенчен 13 проценчĕ табак сывлăха мĕнле сиен кÿнине пĕлмест иккен. Çакна палăртмалла: вĕренÿ учрежденийĕсен программинче сывă пурнăç йĕркипе паллаштаракан курс çук. Унччен пирус мăкăрлантарнисенчен 68,8 проценчĕ усал йăларан пистернĕ сăлтава палăртайман. Теприсем МИХсенчи пĕлтерÿсене вуланă хыççăн, укçа-тенкĕ çитерейменнишĕн, тăванĕсен хистевĕпе сĕрĕмрен «тухнă».
Çулсерен пируса пула Раççейре 500 пине яхăн çын çут тĕнчерен уйрăлать. Ыйтăма хутшăннисенчен 11 проценчĕ çавна пула пируспа сыв пуллашнă. Шел те, яшсемпе хĕрсем «çăмăл» сигаретăн хăрушлăхне туллин ăнланмаççĕ. Хăшĕ-пĕри вăл ÿпкене сиенлемест тесе ĕнентерет. «Çăмăллисем» ахальлисемпе танах чĕрене витĕм кÿреççĕ. Пикесенчен 38 проценчĕ чун савнийĕсем пирус туртнăшăн пăшăрханмасть. Хăш-пĕрисем çывăх вăхăтра пирус туртма пăрахасшăн.
Çамрăксен шухăшлавĕ улшăнни, паллах, савăнтарать. Çапах усал йăлана пĕтерес тесен шкулсенче сывлăх сыхлавĕн предмечĕсене кĕртмеллех. Çитĕнекен ăру наркотик, эрех-сăра, пирус витĕмне çителĕклĕ чухлĕ пĕлмест. Пĕлÿ çурчĕсенче медицина пулăшăвне йĕркелесчĕ.
Источник: "Каçал Ен"