11 декабря 2010 г.
Чăваш художникĕсен пĕр ушкăнĕ иртнĕ уйăхра Черногорире иртнĕ симпозиум-плэнера хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентеш, Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Викентий Анатольевич Лукиянов та пулнă. Ăна ачаранах лайăх пĕлетĕп. Мĕн пĕчĕкренех ÿкерме юрататчĕ. Унăн ĕçĕсем районти конкурссенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Витя Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ. Тăван тавралăха, ĕç çыннисене сăнлакан илемлĕ пейзажсемпе хамăр республикăра çеç мар, Раççейри тĕрлĕ регионсемпе хуласенчи куракансем паллашнă. Пĕр çулхине районти тĕп библиотекăра та унăн куравĕ ĕçлерĕ. В.Лукияновăн ĕçĕсене чылай çын пырса курчĕ.
— Эпир пурăннă «Кастелло ди Бока» отель балконĕ Котор заливĕ енне тухатчĕ. Тĕлĕнмелле çут çанталăк: тинĕс, сăрт-ту... Канмалли ятарлă вырăн питĕ нумай. Çанталăк самантрах улшăнать: тин çеç хĕртсе хĕвел çиçет, унччен те пулмасть — сăртсен хыçĕнчен хура пĕлĕт тухать те лÿшкесе çумăр çăвать. Çавăнпа та питĕ тимлĕ пулма, мĕн курнине ас туса юлма тиветчĕ. Çутта, тĕсе, сывлăша та. Эпир Которта çеç мар, ытти хулара та ĕçлерĕмĕр. Плэнер отельти пĕтĕмлетÿ куравĕпе хупăнчĕ,— каласа парать Викентий Анатольевич.
Симпозиум-плэнера хутшăнасси — кашни ÿнерçĕн пысăк ĕмĕчĕ. Самар, Санкт-Петербург, Саранск, Мускав хулисен, çавăн пекех Украина çĕр-шывĕн художникĕсем те пулнă унта.
Черногори пысăк çĕр-шывах мар. Апла пулин те унти климат, тавралăх, çынсен тыткаларăшĕ, историйĕ чăваш ÿнерçисен кăмăлĕсене кайнă. Ахальтен мар ĕнтĕ А.Кокель художник «Тата та ытларах туртать хăй патне пысăках мар çак çĕр-шыв» тесе палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"