11 декабря 2010 г.
Выльăх апачĕ енчен хĕсĕк пулнипе кăçал уйрăм çынсем хушшинче ĕнисене сутса яракансем те пулчĕç. Кам çителĕклĕ таран утă-улăм, кăшман ха-тĕрленĕ, вĕсем сĕтлĕ. Ытлашшине сутаççĕ те. Паян çак продукцие вырăнти кооперативсемпе колхозсемсĕр пуçне тулли мар яваплă организацисем те, предпринимательсем те пуçтараççĕ. Редакцие сĕт сутакан уйрăм çынсем темиçен те шăнкăравларĕç. Вĕсем сĕте тĕрлĕ ялтан тĕрлĕ хакпа илни пирки кăмăлсăр. Кун пирки райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнчи выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ĕçлекен специалистсемпе калаçрăмăр. «Эпир никама та вăл е ку хакпа туянма хушаймастпăр. Рынок экономики тетпĕр те, никам та хăйшĕн тăкаклă ĕçлемест. Предприниматель е ял хуçалăх предприятийĕ çав продукцие ăçта тата мĕнле хакпа сутнинчен килет. Çавăн пекех сĕт сорчĕ, пахалăхĕ, унти çу хисепĕ те хак çине витĕм кÿреççĕ»,— пĕлтерчĕç унтан.
Источник: "Каçал Ен"