11 декабря 2010 г.
Пирĕн районта ăста та пултаруллă çынсем сахал мар. Манăн Йÿç Шăхаль ялĕнчи Людмила Степановна Козлова çинчен каласа парас килет. Вăл ялти клубра вăй хурать. Кунти «Шÿлкеме» фольклор ушкăнне ертсе пырать. Юрра-ташша юратакансем унта хапăлласах çÿреççĕ. Артистсем валли те тумĕсене хăйĕн ăста аллисемпе хатĕрленĕ. Тĕрлес енĕпе маттур вăл, аллинче йĕппе çип вылянса çеç тăрать. Акă, нумаях пулмасть Людмила Степановна Шупашкарта пулчĕ. Унтан вăл наци тĕррин ăсталăхне вĕренсе килчĕ. Халĕ чăваш халăх эрешĕсемпе усă курса илемлĕ салфеткăсем тĕрлет. Çавăн пекех вăл бисертан та тĕрлĕрен илемлĕ япаласем хатĕрлет. Çак ал ăсталăхне ачасем те хăнăхчăр тесе тăрăшать. Ялти клуб çумĕнче çак тĕллевпе ятарлă кружок йĕркеленĕ. Акă, нумаях пулмасть районти культура ĕçченĕсемпе «Çĕр тата çынсем» музейри курав залĕнче мастер-класс ирттертĕмĕр. Çакă Л.Козлова хăйĕн ăсталăхне ыттисене те пама тăрăшнине çирĕплетет. Килес çул Людмила Степановна 50 çул тултарать. Çак паллă куна халалласа районти музейри курав залĕнче тата Шупашкарти наукăпа методика центрĕнче унăн ĕçĕсен выставкине йĕркелеме шутлатпăр.
Л.Козлова хамăр районтах, Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Аслă Арапуçĕнче вăтам пĕлÿ илет. 1978—1979 çулсенче райпора сутуçăсен курсĕнче вĕренет. Ун хыççăн Шурут-Нурăс ялĕнчи лавккара ĕçлет.
1984—1993 çулсенче Патăрьел райповĕн Аслă Арапуçĕнчи складĕнче кладовщикра тăрăшать. Ун хыççăн «Победа» хуçалăхра вăй хурать. Тутар Шурут магазинĕнче те ĕçлет. 2004 çултанпа вара вăл — Йÿç Шăхаль клубĕн заведующийĕ. Ĕçри хастарлăхшăн ăна пĕрре мар Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса чысланă.
Людмила Степановнăпа Алексей Ананьевич 3 хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Асли, Надя, Шупашкарти строительство техникумне пĕтернĕ, Елена та унтах вĕреннĕ. Оля художник-дизайнер профессине алла илнĕ.
Л.Козлова малашне те хăйĕн ăста аллисемпе хатĕрленĕ илемлĕ эрешĕсемпе, тĕррисемпе халăха савăнтарасса, пултарулăхне çитĕнекен ăрăва парса пырасса шансах тăратпăр. Çакăн пек çынсем районта пулни савăнтарать.
Источник: "Каçал Ен"