11 декабря 2010 г.
Çемьене «çĕнĕ кайăк» кĕни ашшĕ-амăшĕшĕн те, çывăх тăванĕсемшĕн те пысăк савăнăç. Савăнмасăр, ывăл-и, хĕр-и, вĕсем пурнăç илемĕ, йăха тăсакансем те. Кăçалхи 11 уйăхра районĕпе 319 ача çуралнă. Ку вăл пĕлтĕрхи вăхăтринчен 35 ача ытларах. Темиçе çул каяллахи пек, 8—9 ача çуратакансем çук паянхи кун. Анчах та 183-шĕ ача амăшĕн сертификатне илнĕ.
Кăçал 203 мăшăр пĕрлешнĕ, ĕмĕр тăршшĕпе алла-аллăн, кăмăллăн утас текенсем ытларах пулни савăнтарать. Шел, уйрăлакансем те пур.
Источник: "Каçал Ен"