08 декабря 2010 г.
Чÿк уйăхĕн юлашки кунĕнче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулне ашшĕ-амăшĕсем пĕрлехи пухăва пуçтарăнчĕç. Маларах вара Амăшĕн кунне халалланă уяв пулса иртрĕ. Ăна Татьяна Тихонова вожатăй ертсе пычĕ. Вăлах «Мухтав сире, аннесем!» презентаципе паллаштарчĕ. Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи нумай ачаллă амăшĕсен кун-çулĕ çинчен вĕренекенсем чылай материал пуçтарнă. Ку ĕç вĕçленмен-ха, шырав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. 2-мĕш тата 4-мĕш классенче вĕренекенсем анне çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсемпе саламларĕç. А.Курицына шăрантарнă «Пилеш кайăксем» юрă пурин чĕрине те тыткăнларĕ. Шкулти «Кодекс» ушкăн тĕрĕс те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалли çинчен сценка кăтартрĕ.
Ачасен районти искусство шкулĕн Тукайри филиалĕнчи «Шăпчăксем» фольклор ушкăнĕн пултарулăхне те куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Сăмах май, Г.Г.Степанова ертсе пыракан ушкăн районта 2-мĕш хут иртнĕ «Карусель» конкурсра 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. В.А.Филиппова вара ташă ушкăнĕ йĕркеленĕ. Унта çÿрекен ачасем илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç. Ялти библиотекарь «Анне пурри — чăн телей» кĕнекесен куравне йĕркеленĕ.
Малалла сцена çине хĕрĕсемпе амăшĕсем тухрĕç. Конкурса хутшăнса вĕсем тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç, «ĕне сурĕç», тÿме лартрĕç, çип çăмхаларĕç... Жюри чи пултаруллисем Ольăпа Надежда Васильевна Евдокимовăсем, чи хаваслисем — Саша хĕрĕпе Рената Алексеевна Басниковăсем пулнине палăртрĕ. Чи хастаррисем Надежда Петровна Андрияновăпа Алиса хĕрĕ, чи тăрăшулли-сем вара Волковăсем — Альбинăпа Наталья Александровна пулчĕç. Кашни ушкăнах парнесем парса чыс турĕç. Н.А.Самаркин, М.А.Киргизов предпринимательсене спонсорла пулăшу кÿнĕшĕн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.
Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче ачасене воспитани парас ĕçри кăткăс ыйтусене пăхса тухрĕç, шкул директорĕ А.С.Борисов панă сĕнÿсене тишкерчĕç.
Источник: "Каçал Ен"