08 декабря 2010 г.
Хăшĕ-пĕри пĕчĕк ачан чĕлхи аслисем хутшăнмасăрах, хăйне хăй аталанать тесе шутлать. Чăн тĕрĕссипе вара — пачах та урăхла. Калаçма пуçличчен пепке таврари çынсем мĕн çинчен пупленине тимлет, ăнланма тăрăшать. Вĕсене итлесе сăмахсене, уйрăм сăмах çаврăнăшĕсене пуçа хывать. Калаçăва ăнланма пуçласан çеç хăш-пĕр сăмаха калать. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕ те ăна пулăшать. «Ку аннÿ», «ку аçу», «ку пукане», «ку сĕтел» евĕрлĕ сăмахсемпе вăл е ку çын çине е япалана тĕллесе кăтартаççĕ. Чылай ача çулталăка çитичченех хăш-пĕр сăмахсене калаять. Икĕ çула çитсен сăмахсене сыпăнтараять те. Пепке калаçма пуçланă вăхăтра вăл е ку сăмаха тĕрĕс калатăр тесе тимлемелле, йăнăшсене тÿрлетмелле, тепĕр хут калаттармалла.
Ача чĕлхи аталанăвĕшĕн ăна кĕнекесем вуласа пани пысăк пĕлтерĕшлине палăртаççĕ. Анчах та кунпа çеç çырлахмалла мар. Пĕр-пĕр юмах вуланă чухне ачана ыйтусем памалла, вăл е ку сăнар пирки каласа пама ыйтмалла. 2—3 çула çитиччен кĕнеке вуланинчен хăвăр сăмахсемпе ăнлантарни аванрах. Кун пек чухне унăн тимлĕхĕ ытларах пулать. Хăвăр та ача реакцине сăнама, кирлĕ интонаци суйласа илме, пĕлмен сăмахсене ансат майпа ăнлантарса пама пултаратăр. Çав вăхăтрах пĕчĕкренех калаçăва кирлĕ чухне хутшăнтармалла, итлеме вĕрентмелле. Çакă ачан нерв системин аталанăвĕ, темпераменчĕ, характерĕ мĕнле пуласси çине витĕм кÿрет.
Чĕлхене аталантарас енĕпе ĕçлемесен ачан кăлтăксем пулма пултараççĕ. Енчен те вĕсем 4—5 çула çитсен те иртсе каймасан ăна ятарлă хăнăхтарусем (упражненисем) кирлĕ пулаççĕ. Ортодонтран пулăшу ыйтни те вырăнлă.
Ашшĕ-амăшĕ ача чĕлхи хусканăвĕсем мĕнле пулнине, пĕчĕк чĕлхи аталанăвне сăнамалла. Енчен те пĕчĕк чĕлхи питĕ кĕске пулсан, отоларинголог е логопед патне çитмелле. Шăпах унăн витĕмĕ «Р», «Щ», «Ш», «Ж», «Л» сасăсене каланă чухне пĕлтерĕшлĕ. Кирлĕ хăнăхтарусемпе усă курмалла.
Тепĕр чухне ача шăлсем çителĕксĕр шăтнинчен хăш-пĕр сасăсене тĕрĕс мар калать. Апла пулин те унпа кая юлмасăр, шăлсем пурте тухасса кĕтмесĕрех ĕçлемелле. Чи кирли — ачапа тимлĕ пулни, унпа пĕлсе ĕçлени.
Источник: "Каçал Ен"