08 декабря 2010 г.
Пурнăç çулĕ кашни çыннăн хăйне май шăвать. Вăл камшăн та пулин асфальт çул пек тикĕс те яка пулнă-ши?
Геннадий Георгиевич Скворцовăн пурнăç çулĕ пĕртте çăмăл пулман. Савăнмалли те пулнă ĕнтĕ, анчах йывăрлăхĕ ытларах тиеннĕ. Геннадий Хирти Ĕнел ялĕнчи Георгий Филипповичпа Елизавета Игнатьевнăн йышлă çемйинче 1930 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ 9 ача çуратнă. Чăн та, йывăрлăха пула пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнисем те пулнă. Ашшĕ чылай çул ял Советĕнче секретарьте ĕçленĕ. Вăрçăн малтанхи çулĕсенче вăл райпотребсоюз председателĕ пулнă. Сывлăхĕ начаррипе вăрçа каяйман, 1944 çулта çĕре кĕнĕ. Тепĕр икĕ çултан мăшăрĕн те пурнăçĕ татăлнă. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене çăмăл килмен, паллах. Аслă аппăшĕ Антонина темле йывăр пулсан та йăмăкĕсемпе шăллĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Гена малтан колхозра ĕçленĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсен вăл Нĕркеç шкулĕнче аслă пионервожатăйра тăрăшма пикеннĕ. Унта икĕ çул ĕçленĕ хыççăн ăна Хырай Ĕнел шкулне яраççĕ.
1951—1954 çулсенче Геннадий Лăпкă океанри Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнă. Таврăнсан каччăна Аслă Чурачăкри ял çамрăкĕсен каçхи шкулне ертсе пыма шаннă. Тепĕр çул ăна Хырай Ĕнел шкулне куçарнă. Г.Скворцовăн кунта 2 уйăх çеç ĕçлеме тивнĕ, пултаруллăскере ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйланă. Пединститутра вĕренекенскере парти райкомĕ партин Аслă шкулне пĕлÿ илме ярать. Унтан вĕренсе тухсан «Гигант» колхозра партком секретарĕнче ĕçлет.
1964 çулхи авăн уйăхĕнче пурнăç çулĕ ăна Патăрьел районĕнчи Турхан шкулне илсе çитерет. Çак вăтам шкул çурчĕ çулла çунса кайнă пулнă. Çĕнĕ директорăн, Г.Г.Скворцовăн, шкул çурчĕ тума тивнĕ. Ăна ĕçе янă хыççăн, аппăшĕ хытарсах ыйтнипе, Комсомольскине таврăнать.
Çийĕнчех кăмăла каякан ĕç пулман енне вăл Сахалинта пурăнакан йăмăкĕ патне çитет. Çут ĕç пайĕ Невель районĕнчи Шебунинри вăтам шкул директорĕ пулма сĕнет. Кунта каллех çĕнĕ шкул çурчĕ тумалла пулнă. 1971 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 480 вырăнлă çĕнĕ шкул хута кайнинче, паллах, Геннадий Георгиевичăн тÿпи пысăк.
Шкул çуртне тунă вăхăтра чылай хушă тăван тăрăха килеймен. Отпуск илсе вăл Комсомольскине таврăнать. Г.Скворцов Сахалина каялла кайма кăмăл туман. Парти райкомĕ ăна инструкторта ĕçлеме йышăнать. 1974 çулта «Комсомольский» совхозăн партком секретарьне суйлаççĕ. Ку ĕçре вăл 1983 çулччен тăрăшать. Ун хыççăн вара ăна ГОССТРАХ инспекцийĕн начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ку ĕçре Геннадий Георгиевич 1991 çулччен, пенсие тухиччен ĕçлет.
Тивĕçлĕ канăва кайсан та халăхпа ĕçлессинчен пăрăнмасть вăл. Ăна «Комсомольский» ял хуçалăх кооперативĕнчи (халĕ фермер хуçалăхĕ) ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председательне суйлаççĕ. Вăл çакăнта та шанса панă ĕçе çÿлти шайра туса пырать. Пĕр вăхăтрах обществăлла йĕркепе КПРФ райкомĕн секретарĕн ĕçĕсене те пурнăçлать. Çамрăксемпе те, ватăсемпе те активлă ĕçлет Геннадий Георгиевич.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата общество ĕçне активлă хутшăннăшăн ăна Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ Хисеп грамотипе наградăлать. Г.Скворцова çавăн пекех РСФСР Финанс министерствипе ВЦСПС Тĕп Комитечĕ, Госстрахăн Чăваш Республикинчи управленийĕ, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕ, «Пĕлÿ» общество Хисеп грамотисем парса чысланă. «Ĕç ветеранĕ» медале те тивĕç пулнă.
ВЛКСМ Тĕп Комитечĕ комсомол райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ вăхăтра ăна ятне çырнă сехет те парнеленĕ. Ветерана ĕçпе вăрçă ветеранĕсен район совечĕн Хисеп Кĕнекине кĕртсе ун ĕçне хакланă. Скворцовсем ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Юбилей çитнĕ май ăна ăшшăн саламлар, çирĕп сывлăх, халăхпа ĕçлес тивĕçе ăнăçлăн пурнăçласа пыма вăй-хал сунар.
Источник: "Каçал Ен"