08 декабря 2010 г.
Ачасене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантарас тĕлĕшпе Нĕркеç вăтам шкулĕнче чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ «Своя игра» интеллектуаллă викторинăра учительсемпе 10-мĕш класра вĕренекенсен командисем тупăшнă. Ăна Н.И.Плеткина социаллă педагог ертсе пынă. Унта «Сигарета пăрах», «Алкоголь — наркăмăш», «Чĕрĕре упрăр», «Наркотиксем — шурă вилĕм» тата ытти темăсемпе калаçнă. Кашни витĕмлĕ сăмахшăн балсем хушса панă. Вĕрентекенсен тавракурăмĕ, пĕлĕвĕ ытларах пулни палăрнă. Вĕсем çĕнтернĕ.
Эрех-сăра, сигарет, наркотиксем чăннипех те сиенлĕ пулнине çак мероприяти ачасене ăнланма пулăшнах.
Источник: "Каçал Ен"