АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат çырăнтараççĕ, тавар та сутаççĕ

08 декабря 2010 г.

Шурутри почта çыхăну уйрăмĕ 5 яла хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăрать, çыру-открыткăсем валеçет, ытти тĕрлĕ пулăшу та парать. Халĕ кунта ял çыннисен кĕсье телефонĕсем çине укçа хума та май пур.

Почтальонсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынипе çак тăрăхра хаçат-журнал илсе тăракансем те йышлă. «Каçал ене» 2010 çулăн иккĕмĕш çур çулне 180 килте çырăннă. 5 ялшăн çакă сахалрах паллах. Почта уйрăмĕн начальникĕ Сылтания Минихарисовна Галиуллова район хаçачĕпе туслă çемьесем килес çул ытларах пуласса шантарчĕ. Почтальонсем те «Каçал ене» ял çыннисем юратса вуланине палăртаççĕ.

Гельсирин Гайнялова Тутар Шурут ялĕнче хаçат-журнал валеçет. Çак ĕçре Гельсирин Харисовна 1996 çултанпах. Çынсен чун-чĕри патне çулне уçнă вăл, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Периодика изданийĕсене çырăнтарнă-валеçнĕсĕр пуçне таварне те сутать, пенси укçи парать. Ватă çынсем электроэнергишĕн, газшăн тÿлеме те унранах укçа парса яраççĕ. Ÿркенмест Гельсирин аппа, пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшать. Çавăнпах хисеплет те ăна ял-йыш.

Ялта, тĕпрен илсен, тутарсем пурăнаççĕ пулсан та, «Каçал ен» хаçата та кăмăлласах вулаççĕ. Кунта 20 экземпляр килсе тăрать вăл. «Районта мĕн пулса иртнине пĕлмесĕр юлас килмест»,— теççĕ вĕсем.

Ытти ялсенчи почтальонсем те хастар. Кашни кунах халăх хушшинче вĕсем. Хăйсене килсерен кĕтнине асра тытса кирек мĕнле çанталăкра та хăнăхнă çула такăрлатаççĕ. Турă сывлăх патăр вĕсене, ăнăçу пултăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика