04 декабря 2010 г.
Çанталăк сивĕ тăрать. Пурин те ăшăрах çĕрте ларас килет. Газ хуранĕсене те пысăкрах температура çине куçараççĕ. Кăмака хутакансем те ытларах вут пăрахма тăрăшаççĕ. Шел пулин те, тепĕр чухне çунакан вучахсене пăхмасăрах хăваратпăр. Уйрăмах кăмака хутакансен асăрхануллăрах пулмалла. Çунакан кăвар урайне ÿкме пултарать. Мăрьесен юсавсăрлăхĕ те инкек патне илсе çитернĕ тĕслĕх чылай пулнă.
Тепĕр чухне пĕчĕк ачасене кил-çуртра пĕччен пăрахса хăваратпăр. Вĕсен хăйсен ăсĕ. Ал айне лекнĕ шăрпăкпа выляса пăхас килет. Хитре çуннине кура пĕчĕк кăвайт чĕртес килет. Унтан вара —пысăк инкек.
Шăрпăка ачасен алли айне лекмелле мар хуни çур ĕç анчах-ха. Вĕсене вут-кăвар инкекĕ çинчен (ача ăнланмалла чĕлхепе) каласа памалла. Ÿкерчĕксем, калавсем, юмахсем урлă пушар кÿрекен сиен çинчен ăнлантармалла.
Мунчасенчен вут-çулăм тухнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Çакă чылай чухне кăмакасене пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнмасăр вырнаçтарнинчен килет.
Пушар хăрушă, кирек ăçта пулсан та çулăмпа асăрхануллă пулăр.
Источник: "Каçал Ен"