04 декабря 2010 г.
Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 7-мĕш «а» класра вĕренекенĕсем Аннесен кунне халалласа кану каçĕ йĕркелерĕç. Ăна класс ертÿçи Надежда Николаевна Тихонова ертсе пычĕ.
Палăртнă вăхăт çитсен килсе çитнĕ амăшĕсем ачисемпе ултă ушкăна пайланса сĕтел хушшине ларчĕç.
Чи малтанах пухăннисем вĕренÿ тата воспитани пирки паллă ăсчахсем каланă сăмахсене епле ăнланнине, унпа килĕшни пирки е хирĕçлени çинчен диспут ирттерчĕç. Тĕрлĕрен каларăшсене те сÿтсе яврĕç вĕсем.
Ун хыççăн ачасем пĕрин хыççăн тепри тухса аннесем çинчен сăвăсем каларĕç, уяв
ячĕпе саламларĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем учительница пуçарнипе чи çывăх çыннисене парнесем пачĕç.
Источник: "Каçал Ен"