04 декабря 2010 г.
Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен РФ Правительствин «Об утверждении стандарта раскрытия информации организациями, осуществляющими деятельность в сфере управления многоквартирными домами» постановленийĕ вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсене тытса пыракан организацисен те, предпринимательсен те хăйсен ĕç-хĕлне уçса памалла. Фирма ятне, ертÿçĕ ятне-шывне, регистраци свидетельствин реквизитне, адресне, телефон номерне, çуртсен переченне тата ыттине те пĕлтермелле. Çавăн пекех асăннă постановлени тупăшсемпе тăкаксене, çуртра юсав енĕпе мĕнле ĕçсем тунине, вĕсен хакĕсене, коммуналлă ресурссен тарифне кăтартма ыйтать. Вăл е ку компание административлă майпа явап тыттарнине те хваттерсенче пурăнакансем патне çитермелле. Çÿлерех асăннă кăтартусене официаллă массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлемелле, компанин административлă çурчĕсенчи стендсем çине вырнаçтармалла. Унсăр пуçне интернетри информаципе 5 çул таранччен усă курма май пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"