АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашнехи шăписем мĕнле пулĕç-ши?

04 декабря 2010 г.

Илемлĕ урамра пурăнаççĕ Жарковсем. Килсерен çĕнĕ кирпĕч çуртсем. Кÿршĕсемпе килĕштереççĕ. Хăйсем те чăх-чĕп вĕçсе каçмалла мар хуралтăсем çĕкленĕ. Тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ пÿртне такам та ăмсанĕ. «Чăн-чăн ылтăн вăл сан Петюку. Пĕлмен, тытса тума пултарайман ĕçĕ çук пулĕ унăн. Сăн-пичĕпе кино артисчĕсенчен те илемлĕрех»,— пĕрре мар каланă Ленăна мăшăрĕ пирки ырласа ял çыннисем «Мухтама кирлĕ мар, куç ÿкерĕр тата»,— тесе сăмахран пăрăнма тăрăшнă арăмĕ.

Виçĕ ача вĕсен. Асли — Гена, виççĕмĕш класра пĕлÿ пухать, кĕçĕннисем, икĕ хĕр пĕрчи, шкул çулне çитеймен-ха. Телейлĕ мăшăр тесе вĕсене миçе çын ăмсанман пулĕ.

— Петя, каллех ĕçнĕ пулас эсĕ. Хăнăхса каясран шикленместĕн-и?— пĕрре мар çак ыйтăва панă Лена.

— Мĕнех пулчĕ-ха? Эпĕ анчах мар, пурте ĕçеççĕ. Вĕреннисем те,— тесе сăмахран пăрăнатчĕ Петя.

Унăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Ĕçрен таврăнсан пĕрне автомашина юсама пулăшмалла, теприне тракторпа вутă илсе килсе памалла, виççĕмĕшне... Сахал-им ялта ĕç? Тав тунипе, укçа-тенкĕ панипе çеç çырлахмаççĕ, эрех черкки те тыттараççĕ. Малтан ывăнни çинчен тесе ÿпĕнтеретчĕ вĕсене. Кайран çак шĕвеке ыйтсах ĕçме пуçларĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăйĕн авăрне путарса пычĕ вăл. Яланах ĕçе хĕрĕнкĕ килнипе унтан кăларса ячĕç. Пĕр вăхăт ăнсăртран тупăннă калымсемпе пурăнкаларĕ-ха вăл. Унта тунă укçи-тенки те эрех-сăра çинех кайса пычĕ. Пĕчĕк ачисем те, мăшăрĕ те, кил-çурчĕ те шутлаттармарĕ ăна. Кунсерен ăçтан эрех тупса илес пирки çеç шухăш пулчĕ пуçĕнче. Мăшăрне кура Лена та тăтăшах эрех черккине ÿпĕнтерме пуçларĕ. Хăй «симĕс çĕлен» серепине лекнине Петюк ĕçни çине яма тăрăшрĕ. Ăна тарăхнипе сăлтавларĕ. Арçын ĕçни — çур хуйхă, хĕрарăм ĕçни — чĕр хуйхă, теççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ ĕçнипе ачисен пурнăçĕ йывăрланчĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнчĕç, çи-пуçĕ те юрăхсăра тухса пычĕ. Нумай вăхăт тÿлеменнипе электричествăна касса кайрĕç, çут çанталăк газне парассине чарса лартрĕç.

...Хĕлле, сивĕ çанталăк. Ăна пăхмасăрах Аллăпа Таня хапха умĕнче выляççĕ. Гена ватăлса çитнĕ йытă çумĕнче йăпанăç тупнă. Темĕн пирки унпа пикенсе калаçать. Каç пулса килет. Пÿртре тĕттĕм. Сивĕ. Гена вутă йăтса кĕчĕ, каланккана чĕртрĕ. Тĕттĕмрех пур-çук çимĕçсене пуçтарса яшка лартса ячĕ. Алăк яриех уçăлса кайни ачасене шартах сиктерчĕ. Икĕ арçын вил ÿсĕр Ленăна çавăтса кĕрсе пăрахрĕç. Мĕн пуррипе çырткаласа çинĕ хыççăн ачасем çывăрма выртрĕç. «Анне, аннеçĕм! — хăрушă тĕлĕк курнипе вăранса кайрĕ Таня. Хуралса пĕтнĕ утиял сирĕлсе кайнă иккен. — Мана сивĕ! Çиес килет!»— кăшкăрать хĕр пĕрчи.

— Каллех çак выç кашкăрсем! Çухалăр куç умĕнчен. Ах, пуç ыратать. Пĕр черкке кам ярса парать-ши? — тайкаланса сĕтел патнелле пычĕ вăл. Чÿречерен кĕрекен çутăран кĕленчене шыраса тупрĕ. «Пăртак анчах хăварнă»,— кĕленче çăварĕнченех ĕçрĕ вăл. Ку çителĕксĕр пулчĕ пулмалла.

— Петя! Пыр, кайса кил-ха Нюркка аппа патне,— çывăракан мăшăрне вăратрĕ Лена. Ку карчăк çăвĕн-хĕлĕн аншарли юхтарать. «Симĕс çĕленпе» туслисене хавас вăл. Кивçенле те тепĕр чухне парса ярать. Çăнăхпа, тырăпа тата ытти япаласемпе те улăштарать. Ялти ĕçкĕпе иртĕхмен çынсем вăл çурт умĕнчен ылханса иртсе каяççĕ пулĕ. Çын нуши-терчĕ çинче укçа тăвать-çке.

Ыйхăран путлĕ вăранса та çитеймен упăшки арăмне çапса ÿкерчĕ, тапа-тапа хĕнеме пуçларĕ.

— Атте, ан хĕне-ха аннене! Вĕлерсе пăрахатăн-çке,— кăшкăрса йĕреççĕ шăв-шавпа вăраннă ачисем. Хăйсем сиксе чĕтреççĕ. «Ан кăшкăрăр, сире те лекет. Килтен тухса çухалăр»,— хăр-хар кăшкăрса пăрахрĕ арçын. Ÿсĕрскер ывăлĕ чĕрепе чирлине те манăçа кăларчĕ пулĕ. Ун вара хăрама, пăшăрханма юрамасть. Вăл урайне тĕшĕрĕлсе ÿкрĕ. Картишне чупса тухнă Аллăпа Таня йытă йăвине кĕрсе Джек ăшшипе лăпланса çывăрса кайрĕç.

Урса кайнă Петюк пуртă илсе арăмне пайăн-пайăн турарĕ. Ун хыççăн пирусне сÿнтермесĕрех çемçе тÿшек çине тÿнчĕ, ыйха путрĕ.

Кÿрши, Макар тете, Джек уласа вĕрнипе вăранса кайрĕ. Кантăк çине çутă ÿкнĕ. «Пĕтрĕмĕр, Жарковсем çунаççĕ пулмалла. Хамăра хыпса ан илтĕр», — мĕлтлетрĕç пуçĕнче шухăшсем. Вăл васкасах пушар хуралне шăнкăравларĕ те урама тухрĕ. Ял çыннисем пуçтарăнма ĕлкĕрнĕ. Пĕрисем колонкăран шыв йăтаççĕ, теприсем ачисене шыраççĕ. Джек сăнчăра татсах çунакан çурт енне тапса сикрĕ. Часах вăл Генăн ĕннĕ кĕлеткине сĕтĕрсе тухрĕ. Хĕрсене йытă йăвинче тупрĕç. Пĕр çемьерен харăсах 3 виле тухрĕ. Пур инкекĕ те ĕçкĕпе çыхăннă. Ял çыннисем ăста алăллă Петя, медсестрара ĕçленĕ ыр кăмăллă Лена çинчен те, шкулта аван вĕренсе пынă Гена пирки те ырă сăмах нумай каларĕç. «Ачисене ĕçке пулах тăлăха хăварчĕç»,— терĕç пурте.

Утмăла çывхаракан Макар тете тăлăх ачасене усрава илес енĕпе хутсем пуçтарать-ха. Анчах та вăл хĕр пĕрчисемшĕн ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнчех пулайĕ-ши? Аллăпа Таньăн малашнехи шăписем мĕнле пулĕç-ши?

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика