04 декабря 2010 г.
Çĕр-шывра лару-тăру улшăнсах пырать. Çĕнĕ саккунсем йышăнаççĕ, унта улшăнусем, хушăмсем кĕртеççĕ. Çакă районти депутатсен Пухăвĕ маларах йышăннă постановленисене те пырса тивет. Шăпах çак ыйтусемпе калаçрĕç те ĕнтĕ районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче халăх тарçисем. Тухса калаçакансем нумай-нумай цифра илсе кăтартрĕç. Пурнăçланă ĕçсем, малашнехи тĕллевсен прогнозĕсемпе паллаштарчĕç. Районăн 2011 çулхи бюджечĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ И.Г.Васильева паллаштарчĕ.
Дептутасем кашни ыйтăва сÿтсе явма хутшăнчĕç. Лару çавăн пек пулмалла та ĕнтĕ. Халăх вĕсене кăçал район пурнăçне аталантарас тĕлĕшпе тăрăшма, кирлĕ сĕнÿсем пама, йышăнусем тума суйланă-çке.
Малашне те депутатсем Пухусенче, ларусенче, обществăлла ĕçсенче хастартарах, пуçаруллăрах пуласса шанас килет.
Источник: "Каçал Ен"