04 декабря 2010 г.
Шурут вăтам шкулĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă нумаях пулмасть унта Аннесен кунне савăнăçлă лару-тăрура ирттерчĕç. Çак уяв умĕн вĕренекенсем калавсем, сăвăсем çырчĕç, аннесене халалласа стена хаçачĕсем те кăларчĕç.
Асăннă кун амăшĕсем чылайăн пухăнчĕç. Малтанах вĕсем уçă уроксенче пулма кăмăл турĕç, ачасен вĕренÿри ÿсемĕсемпе паллашрĕç. Ун хыççăн акт залĕнче пурте пĕрле пуçтарăнчĕç. Шкул пурнăçĕ çинчен директор çумĕ Г.С.Симакова каласа пачĕ.
Малалла уява ачасен пултарулăх ушкăнĕ тăсрĕ. Концерт программине А.Тарасовăпа Л.Алимова вĕренекенсем ертсе пычĕç. Анне çинчен нумай сăвă каларĕç, савăк юрăсем шăрантарчĕç. Интереслĕ сценкăсемпе те паллаштарчĕç. Çавăн пекех çак шкулта вĕрентекен Л.В.Алексеева спорт ташшипе пуçтарăннисен кăмăлне çĕклерĕ. Л.Носкова «Аннеçĕм кĕтет пуль пире» юрра янраттарчĕ.
Каярахпа çавра сĕтел хушшине вырнаçса ларса амăшĕсемпе вĕрентекенсем тĕрлĕрен ыйту сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрне кирлĕ сĕнÿ пачĕç. Г.С.Симакова гитарăпа каласа юрланă юрăсем вара пурин кăмăлне те хускатрĕç.
Уявран пурте тулли кăмăлпа саланчĕç.
Источник: "Каçал Ен"