АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă сăмахсемпе савăнтарчĕç

01 декабря 2010 г.

 

Вĕрентÿ ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Пĕлÿ, воспитани панипе пĕрлех вĕрентекенсем культурăллă мероприятисене те, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă, хутшăнаççĕ те. Хăйсем пурăнакан, ĕçлекен вырăнсене те тирпей-илем кĕртеççĕ.

Вĕрентекен алли витĕр пин-пин ача тухнине шута илсе Аннесен кунне халалласа эпир Кайнлăк ял поселенийĕн библиотекине Хирти Мăнтăр, Йăлмахва, Кайнлăк ялĕсенче пурăнакан ветеран-вĕрентекенсене тĕл пулăва чĕнтĕмĕр. Мероприятие библиотека заведующийĕ А.Г.Ефремовăпа Культура çурчĕн директорĕ В.П.Данилова ертсе пычĕç. Вĕсем кашни ветеран валли ăшă сăмахсем тупрĕç, презентаципе те паллаштарчĕç. Уява вĕренекенсем те хутшăнчĕç.

Каярахпа пухăннисен умне Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Г.Кузьмин, ветерансен совечĕн председателĕ З.Н.Григорьева, Н.А.Смирнова депутат тата З.Ф.Шарафутдинова тухса калаçрĕç. Сумлă ветерансене тав турĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Шкул ачисем савăк юрă шăрантарчĕç.

Малалла калаçу уяв сĕтелĕ хушшинче тăсăлчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика