АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле, ÿсĕмсене сăнлать, маттуррисене ырлать

01 декабря 2010 г.

1991 çулта «Октябрь ялавĕ» хаçата В.Н.Григорьев редактор алă пусса кăларма тытăннă. В.Ю.Михайлов РСФСР халăх депутачĕ пулнă май Мускава тухса кайнă.

Çак çулхи хаçатăн темиçе номерне уçсанах интереслĕ цифрăсем куç умне тухрĕç. «Çемье — патшалăх никĕсĕ» статьяра райĕçтăвкомăн госстатистика пайĕн экономисчĕ З.Смирнова 1989 çулхи çырав (перепись) кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарать. «Хальхи вăхăтра (1989 çула илсе кăтартнă) районта 6972 çемье, 1979 çулхи перепись итогĕсем тăрăх 7200 пулнă»,— пĕлтерет вăл (1991 çулхи январĕн 1-мĕшĕ).

Февралĕн 8-мĕшĕнче «Октябрь ялавĕ» хаçат тухма пуçланăранпа 60 çул çитнĕ. Çак ятпа саламсем чылай пулнă.

Хаçат историйĕ, унта ĕçленĕ çынсене асăннипе пĕрлех обществăлла корреспондентсемпе юнкорсен ячĕсене те манса хăварман. Вĕсенчен хăшне-пĕрне маларах асăннăччĕ, палăртса хăварнăччĕ. Х.Миннетуллин, А.Артюшкин, А.Ежергина, А.Можаева, Е.Николаева, И.Филиппов, В.Григорьев, Е.Кудров ялкорсем, Л.Баранова, А.Курицына, Т.Казакова, М.Мунтайкина, А.Макова юнкорсем тăтăшах тĕрлĕ темăсемпе заметкăсемпе статьясем çырса тăнă. Хаçат журналистсем хайлавсем хатĕрленипе çеç тухмасть. В.Давыдовăн «Çутă çаплах сÿнмест» статйинче сăмах типографи ĕçченĕсем пирки пырать. Кăткăс пулнă вĕсене, чылай ĕçе алă вĕççĕн тума тивнĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçлени те пулнă. Автор маларахри çулсенче типографире ĕçленĕ Е.Квасован, Н.Самаринан, В.Хораськинан, А.Скворцова корректорăн ячĕсене ырăпа асăнать. 1991 çулта типографире (вăл Канаш типографийĕн Комсомольскинчи филиалĕ шутланнă) В.Хораськин, Н.Богатыревăпа З.Пудовкина наборщицăсем, Г.Ишмуратова печатница, О.Николаева линотипистка ĕçленĕ. В.Воробьева машинистка корреспондентсем çырнă материалсене пичет машинкипе çапнă, Л.Баринова корректор хаçатра йăнăш ан кайтăр тесе тимленĕ. В.Тимофеева бухгалтер шут ĕçне туса пынă. Коллектив туслăн килĕштерсе ĕçленĕ. Февралĕн 21-мĕшĕнче хаçатăн 7000-мĕш номерĕ халăх патне çитни те паллă самант.

Февралĕн 20—23-мĕшĕсенче пирĕн районта Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск районĕнчи Михайловка ялĕнчи чăваш халăх юрăпа ташă ансамблĕ пулнă. Вĕсем «Кооператор» производство комбинатĕнче, «Эмитрон» завод филиалĕнче, «Россия», «Заветы Ильича», «Заря» колхозсенче концертсем кăтартнă. «Хапăл туса, ырласа» страницăра шăпах (мартăн 14-мĕшĕ) вăл ансамбльпе килнĕ хăнасене сăмах панă.

Мартăн 17-мĕшĕнче референдум иртнĕ. Граждансен икĕ ыйту çине хуравлама тивнĕ. Пирĕн район çыннисем «Кирек хăш наци çыннин прависемпе ирĕкĕсене те туллин тивĕçтерме шантаракан тан праваллă суверенитетлă республикăсен çĕнелнĕ федерацине — Социализмлă Совет Республикисен Союзне — упраса хăварассипе килĕшетĕр-и эсир;» ыйту çине «килĕшетĕп» тесе 15296 çын, «килĕшместĕп» тесе 1362 çын хуравланă. Тепĕр бюллетеньри (РСФСР референдумĕ) ыйту çапла пулнă: «РСФСР Президент постне йĕркелесе Президента пĕтĕм халăх сасăланипе суйлама кирлĕ тесе шутлатăр-и эсир;» Район çыннисем «кирлĕ» тесе 9106 çын, «кирлĕ мар» тесе 7463 çын хăйсен сассисене панă. Референдум умĕн хаçат корреспонденчĕсем халăх шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшнă.

Апрелĕн 18-мĕшĕнчи Чăваш ССР Президиумĕн Верховнăй Совечĕн Указĕпе Хырхĕрри ял Советне туса хунă. Унта Хырхĕрри, Хурнай, Кĕтне Пасар, Вăрманхĕррри Чурачăк ялĕсем кĕнĕ. Маларах вĕсем Асанкасси ял Совечĕн территорийĕнче шутланнă.

Июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР Президенчĕн суйлавĕ иртнĕ. Ун умĕн хаçат страницисенче агитаци енĕпе çыхăннă материалсем пичетленнĕ. Аса илтерем, пĕрремĕш суйлавра Президент пулма В.В.Бакатин, Б.Н.Ельцин, В.В.Жириновский, А.М.Макашов, Н.И.Рыжков, А.М.Тулеев хăйсен кандидачĕсене тăратнă. Пирĕн районта Б.Ельцин чи нумай сасă пуçтарнă (8145). Çĕр-шывĕпе те вăлах çĕнтер- нĕ.

«Тăвансем сума сусан...» статьяра хаçат Хырай Ĕнел ялĕ 300 çул тултарнин уявне мĕнле ирттерни çинчен каласа панă (июнĕн 27-мĕшĕ).

Июлĕн 27-мĕшĕнче хаçат Б.Ельцинăн «РСФСР патшалăх органĕсенче, учрежденийĕсемпе организацийĕсенче политика партийĕсемпе массăллă общество юхăмĕсен организациллĕ тытăмĕсен ĕçне чарса лартасси çинчен» Указне пичетленĕ. Çав номертех коммунистсемпе, парти секретарĕсемпе ыйтăм пичетленĕ.

Августăн 19-мĕшĕнче çĕр-шывра ГКЧП влаçа саккунсăр майпа туртса илме хăтланнă. Хаçат Б.Ельцин Указĕсене халăх патне çитернĕ.

Çĕр-шывра та, республикăра та çак çул çĕнĕлĕхсем нумай пулнă. Малтан Ленинград хулине Санкт-Петербург ята, кайран Свердловск хулине Екатеринбург ята тавăрнă. Сентябрь уйăхĕнчи номерсенче район хаçачĕн ячĕ пирки тавлашу пынă. Çак ыйтупа чылай çын çырнă.

«Номертен — номере» рубрикăпа Çĕнĕ Мăрат вулăсĕнчи Б.Александровпа П.Орлов милици ĕçченĕсем çинчен Г.Мальцев çырнă «Хăнтăрла шывĕ хĕрринче» очерк пичетленсе пынă (сентябрĕн 26-мĕшĕ — октябрĕн 19-мĕшĕ).

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика