АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв туса пачĕç

01 декабря 2010 г.

 

Воин-интернационалистсен районти совечĕ Афган, Чечня çĕрĕсем çинче службăра тăнă салтаксен амăшĕсене халалласа Аннесен кунне савăнăçлă лару-тăрура уявлассине йăлана кĕртнĕ. Акă кăçал та вĕсем районти тĕп библиотекăра салтак амăшĕсене пухрĕç. Унта районти ялсенчен 30 ытла амăшĕ килсе çитрĕ.

Чи малтанах район администрацийĕн представителĕ, «Единая Россия» партин районти политсовечĕн секретарĕ В.Н.Гаврилов, районти воин-интернационалистсен совечĕн председателĕ В.Н.Гаврилов тата ыттисем те тухса калаçрĕç.

Мероприятие Л.Н.Морозовăпа В.Г.Боровкова библиотекарьсем ертсе пычĕç. Вĕсем уява килнĕ амăшĕсене кашнинех ятран каларĕç, паттăрсене çуратса ÿстернĕшĕн тав турĕç. Аннесене халалланă ваттисен сăмахĕсене, каларăшĕсене те вуласа пачĕç.

Районти культурăпа кану центрĕнче ĕçлекен Альбина Кокшина, Валентина Тимофеева, Нина Полякова тата Лариса Носова пухăннисем умне тухса юрăсем шăрантарчĕç. Вĕсем юрланă «Парне», «Пире тăван кĕтсе тăрать», «Юрату пурах», «Шурă çĕмĕрт айĕнче» юрăсем куракансен чĕрисене тыткăнларĕç. Артистсем шÿтсемпе те пуçтарăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç.

Амăшĕсен ячĕпе А.И.Ласточкина сăмах тухса каларĕ, уява йĕркелесе ирттернĕшĕн ăшă сăмахсемпе тав турĕ. Вăл Александр Артемьев салтак амăшне халалланă сăвва пăхмасăр вуласан нумайĕшĕн куçĕсем шывланчĕç. Анфиса Ильинична хумхантаракан сăвăра салтак амăшĕсен чăтăмлăхне, тÿсĕмлĕхне çутатса пачĕ.

Воин-интернационалистăн мăшăрĕ С.Д.Челакован çак кунсенче Саратов хулинче службăра тăнă ывăлĕ таврăннă. «Кашни аннене ывăлĕсене сывă-чĕрĕ кĕтсе илме сунатăп»,— терĕ Светлана Даниловна, савăнăç куççульне пытараймасăр.

Каярахпа сĕтел хушшине вырнаçса ларса амăшĕсене апат-çимĕçпе сăйларĕç. Афган вăрçине хутшăннă Н.Белков, М.Киргизов, И.Сизов, Ф.Айнетдинов, А.Миллин салтаксен амăшĕсене чечек çыххисем, парнесем парса чысларĕç.

Тулли кăмăлпа, тав сăмахĕсем каласа саланчĕç амăшĕсем уявран.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика