01 декабря 2010 г.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 4-мĕш «а» класра вĕренекенсем Л.А.Константинова йĕркелесе ертсе пынипе Аннесен кунне кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленчĕç. Малтанах вĕсем «Манăн анне» темăпа сочиненисен конкурсне ирттерчĕç. Чи лайăх ĕçсенчен стенд та йĕркелерĕç. Уйрăмах Д.Тимаева, Д.Лукиянова, Н.Николаева, Д.Хайртдинова, И.Долгов, Н.Николаева амăшĕсем çинчен юратса, ăшшăн та витĕмлĕ çырса пачĕç. Çавăн пекех ачасем учительница пуçарнипе чи çывăх çыннисем валли парнесем хатĕрлерĕç.
Уява амăшĕсем чылайăн пухăнчĕç. Унăн программине 11-мĕш класс вĕренекенĕ Аня Титова ертсе пычĕ.
Источник: "Каçал Ен"