АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсене пĕччен ан туйччăр

01 декабря 2010 г.

 

Кашни ялтах тĕрлĕ сăлтава пула сусăрланса юлнă, ачаранах инвалида тухнă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсене патшалăх та, ял çыннисем те пăрахмаççĕ. Çапах татах та ытларах тимлĕх кирлĕ инкеклĕ çынсене. Вĕсен халăх хушшинче те пулас килет, хăйсем пек нушаллисемпе те калаçасшăн пулĕ. Çулсеренех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ çак вăхăтра. Кăçал та çаплах пулĕ. Ку тĕлĕшпе ирттермелли ĕçсен планне туса хатĕрленĕ. Декабрĕн 3-мĕш кунĕнче район администрацийĕн акт залĕнче инвалидсене пуçтарма палăртатпăр. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков тата яваплă ытти специалистсем пулмалла. Инвалидсем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем илĕç, концерт та пулĕ. Сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ май, калаçу малалла тăсăлĕ. Инвалид-ачасемпе районти тĕп библиотекăра литературăпа музыка каçĕ иртмелле. Унтах кĕнеке выставки те пулĕ, тĕл пулу та йĕркелĕç.

Районти ваттисен çурчĕсенче пурăнакансемпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелĕç. Ялти библиотекăсенче те тĕл пулусем иртĕç.

Специалистсем ялсене тухса инвалидсен пурнăç, йăла условийĕсемпе паллашĕç.

Пĕр сăмахпа каласан, мероприяти чылай йĕркелемелле. Хăшĕ-пĕри пулса та иртнĕ. Инвалидсем обществăра хăйсене пĕччен ан туйччăр, малашлăх пирки ĕмĕтленччĕр тесе тăрăшмалла. Ку енĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен те, депутатсен те, культура ĕçченĕсемпе шкулсен те айккинче юлмалла мар.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика