01 декабря 2010 г.
П.А.Степанов Шурут ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех алла трактор правине илнĕ. 1979 çулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн «Урожай» колхозра ĕçлеме пикенет. 30 çул ытла Петр Анатольевич тăван хуçалăхра вăй хунă. «Хама урăх ĕçре курма та пултараймастăп. Техникăна юратмалла. Ăна лайăх, тирпейлĕ пăхса тăрсан вăл шанчăкран нихçан та тухмасть»,— тет пысăк опытлă тракторист.
П.Степанов механизатор 2009 çултанпа Шурут ял поселенийĕнче тăрăшать. Хăйне çи-рĕплетнĕ МТЗ-82 трактора яланах юсавлă тытать. Мăшăрĕ, Вера Васильевна, колхозра дояркăра ĕçлет.
Виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ Степановсем. Асли, Екатерина, Чулхулари право академийĕн филиалĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Пулас юрист каникулсене тăван килĕнче ирттерет, ашшĕ-амăшне хуçалăхра тĕрлĕ ĕç тума пулăшать. Вăталăх хĕрĕ Нина Шурут вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренет. Ашшĕ пекех техникăна кăмăллакан хĕр ача трактор тÿрлетме те, руль тытса хирсене сухалама та пултарать. Аня 4 çулта кăна-ха. Апла пулин те аппăшĕсенчен тĕслĕх илет, амăшне пулăшма тăрăшать, чăх-чĕппине апат пама та ÿркенмест.
Туслă мăшăр ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. «Хамăр вĕренÿ патне ăнтăлман. Вăхăчĕ те урăхларах пулнă пулĕ. Ачасене пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшма ĕмĕтленетпĕр-ха»,— терĕç харăсах Вера Васильевнăпа Петр Анатольевич. Çапла, «Ачасене мул париччен ăс пар» тенĕ халăхра. Степановсем ун çинчен аван пĕлеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"