27 ноября 2010 г.
Анне! Аннеçĕм.. Çак асамлă сăмахсем пĕчĕк чухне те, çитĕнсе çитсен те пирĕн чĕлхерен кайман. Мĕнле манăн-ха ăна? Пире вĕсем кăкăр сĕчĕпе ÿстернĕ, шкулта лайăх вĕренме пехиллесе янă. Çемье çавăрса ачаллă пулсан мăнуксене пăхнă, пăхаççĕ те. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем пирки нумай-нумай каласа пама пулать.
Аслă Чурачăкри Анна Михайловна Шуряшкинан ĕçĕ мĕн çамрăкранах ир-ирех пуçланнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăл Чĕчкенти сĕт-çу ферминче техник-осеменаторта тăрăшнă. Ĕçленĕ вăхăтра хĕрарăм пĕр хутчен мар районта «Чи лайăххи» ята çĕнсе илнĕ. Ферма хыççăн вара — киле. Мăшăрĕ Василий, «Заветы Ильича» колхозра водитель пулса ĕçлекенскер, рейса тухса кайнă. Ачисене шкула яма хатĕрлемелле. Уйрăмах вĕсем пĕчĕк чухне хĕн килнĕ. Халĕ ватăсем тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Мăнукĕсем «асанне», «кукамай» тенине илтсе йăпанать, вĕсемпе савăнать. Савăнмасăр, куç тулли тăраççĕ-çке тăван тĕпренчĕкĕсем.
Анна Михайловнăпа Василий Александрович 5 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Надя, Шупашкарти коопераци училищине пĕтернĕ. Халĕ Кострома хулинче пурăнать. Сергей Патăрьелĕнчи линипе техника цехĕн районти уйрăмĕнче телефонистра тăрăшать. Таня Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлÿ илнĕ. Пĕр вăхăт республикипех паллă «Уяв» ансамбльте юрларĕ. Халĕ районти искусство шкулĕн Аслă Чурачăкри филиалĕнче тăрăшать. Вăл ертсе пыракан «Тевет» фольклор ушкăнĕ районта, республикăра пĕр хутчен çеç мар палăрнă. Леньăпа Гена та пурнăç çулĕ çине тăнă.
«Эпĕ телейлĕ çын»,— тет Анна аппа. Кун пек калама сăлтавĕсем те пур. Юратнă ачасем, хисеплĕ кĕрÿсем, ăш пиллĕ кинсем, ытама вырнаçайми мăнуксем... Вĕсемсĕр пуçне тата мĕн кирлĕ аннене, асаннене, кукамая; Анна Михайловна ĕçĕ-хĕлĕ пирки маларах кĕскен çеç чарăнса тăтăм. Чĕчкен сĕт-çу ферминче выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕçтерес тесе тăрăшнăскер пирки нумай-нумай ăшă сăмах калама пулать. Ĕнесенчен сывă пăрусем çураласси шăпах унран нумай килнĕ-çке. Кунта, паллах, пĕлÿ те, ăсталăх та кирлĕ. А.Шуряшкинан вара вăл та, ку та пулнă. Ĕçре те палăрма, кил-çурта та тирпей-илем кĕртме, ачасене пăхма вăхăт та, пултарулăх та çитернĕ хĕрарăмсем чăннипех те чыс-хисепе тивĕçлĕ ĕнтĕ.
Тепĕр чухне ял урамĕсем тăрăх шутласа каятăп та, 7—9 ача çуратса ÿстернĕ çынсенчен тĕлĕнетĕп. Колхозра та ĕçлесе ĕлкĕрнĕ-çке вĕсем. Кунĕн-çĕрĕн ача кăна пăхса ларман. Ун пек ача амăшĕсене ылтăнран палăк лартмалла, тесех калас килет. Çĕрĕпе чĕптĕм куç хупман каçсем мĕн чухлĕ пулнă-ши тата; Ача ÿстересси хуйхă-суйхăсăр пулмасть. Пăшăрханмалли самантсем те сиксе тухнă ĕнтĕ. Çапах та вĕсем пуç усман. Йывăрлăхсене парăнтарса пынă.
Ялта тăхăр ача çуратса ÿстернĕ аннесене асăнса хăварас килет. О.Кузьмина, Д.Пурлушкина, А.Алякина, М.Алякина шăпах çавăн чухлĕ пепкене пурнăç парнеленĕ. Халĕ вĕсенчен хăшĕ-пĕри пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вĕсен пархатарлă утăмне ачисемпе мăнукĕсем тăсаççĕ.
Ю.Гаврилов.
Источник: "Каçал Ен"