27 ноября 2010 г.
Районти административлă комиссие шалти ĕçсен пайĕнчен сахалах мар материал килет. Акă, кăçал кăна вăл хăйĕн ларăвĕсенче икçĕре яхăн ĕç пăхса тухрĕ. Комиссие килекен протоколсенчен ытларах пайĕ (90 проценчĕ) ялсен урамĕсенчи тирпей-илем шайне пăснă тĕслĕхсемпе çыхăннă. Иртнĕ ларăва илер-ха. Ноябрĕн 18-мĕшĕнче кун йĕркинче 20 ытла ĕç пулчĕ. Пурте ялсенчи урамсенче йĕркелĕхе пăснипе çыхăннă.
Комисси членĕсем 13 çынна тирпей-илем йĕркине пăснăшăн административлă кодексăн 10-мĕш статйипе килĕшÿллĕн айăплама йышăнчĕç. Ыттисене асăрхаттарса хăварчĕç.
Урамсенче тирпей-илем кĕртесси ялта пурăнакансен хăйсен тивĕçĕ вĕт-ха. Анчах та çакна хăшĕ-пĕри ăнланасшăн мар. Килти тасамарлăха та урама кăларса тăкаççĕ. Хыçалти тислĕк купи патне утма çав тери йывăр-ши;
Тата çакна каласа хăвармалла. Çын çĕнĕ çурт тума пуçланă. Кирпĕчне, хăмине, ытти строительство материалĕсене хатĕрленĕ. Вĕсене пурне те урама купаласа хунă. Тата ăçта хумалла-ха?
Анчах та милици сотрудникĕ çавсем çине те протокол çырать. Акă, иртнĕ ларура та Асанкассинче пурăнакан пĕр çын пирки çавăн пек протокол пулчĕ. Унăн килĕ умĕнче икĕ пин шлак блокĕ, 10 кубла метр хăма тата ытти строительство материалĕ выртнă. Çавăн чухлĕ материала килкартине вырнаçтараймастăн вĕт. Кун пирки протокол çыриччен шутласа пăхни кирлех пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"