АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иксĕлми сан пултарулăху, ача амăшĕ

27 ноября 2010 г.

Амăшĕсен кунне пирĕн районта та юлашки çулсенче анлăн палăртма пуçларĕç. Акă кăçал хĕрарăмсен совечĕ «Восславим женщину» конкурс йĕркелерĕ. Залра ларакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Валентина Курицына уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Геннадий Федорович республикăра иртекен конкурса хутшăнакан Валентина Зайцевăна грамотăпа парне парса хавхалантарчĕ.

Конкурса 9 ял поселенийĕнчи хĕрарăмсем хутшăнчĕç. Вĕсен пултарулăхне тăватă енĕпе кăтартмалла пулчĕ. Аннесем хăйсемпе, ăсталанă ал ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем — тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ профессипе ĕçлекенскерсем. Акă Хирти Сĕнтĕрти Валентина Абукова ялти культура çуртне тирпейлесе тăрать. Вăл 3 ывăл çитĕнтернĕ. Маргарита Белкова вара, Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчен килнĕскер, шăп аннесен уявĕнче 55 çул тултарать. Валентина Зубова — конкурса хутшăнакансенчен аслăраххи. Вăл — икĕ ача амăшĕ, асанне-кукамай ятне те илтнĕ. Шурут вăтам шкулĕнчи столовăйра тăрăшакан Луиза Носкован та çемйинче икĕ ача çитĕнет. Пушă вăхăтра йĕлтĕр, коньки çине тăрать, автомашинăна та итлеттерет. Галина Ванюркина — Кивĕ Сĕнтĕр клубĕн художество ертÿçи, 5 хĕр амăшĕ. Тамара Салаева Асанкасси вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене пĕлÿ парать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хăйсен 5 пепкине тата 1 усрав ачана ура çине тăратнă. Кайнлăк ял поселенийĕн чысне хÿтĕленĕ Нина Смирнова та педагог, 3 ача амăшĕ. Хирти Явăшри «Колобок» ача сачĕн воспитателĕ Эльвира Николаева ĕçре те, килте те йĕрке туса ĕлкĕрет. Çĕнĕ Мăратри ял библиотекинче тăрăшакан Валентина Филиппова конкурса аслă ывăлĕпе, Федьăпа, килнĕ. Кĕçĕнни пĕчĕкрех-ха.

Хĕллехи вăрăм каçсенче чăваш хĕрарăмĕ яланах ал ĕçĕпе аппаланнă, çемйине алсиш-чăлха çыхса тăхăнтартнă, пÿрт-çуртне тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Çак туртăм, ĕçченлĕх паянхи аннесене те куçнă. Мĕн тĕрлĕ ал ĕçĕ кăна илсе килмен вĕсем?! Чĕнтĕр йĕппипе çыхнă шальсем те, кофта-юбка та, эрешлĕ алса-чăлха та пур кунта. Тĕррисем тата епле илĕртÿллĕ.

Апат-çимĕç хатĕрлесе такама юрама пултараççĕ пирĕн хĕрарăмсем. Чăваш арăмĕсем авалах пĕçернĕ хуплу, пÿремеч, пăшăхланă кăвакал ашĕ, шÿрпе яшки, кукăль, кăпăклă сăра — çаксене пурне те пĕр харăс çакнашкал конкурсра çеç тĕл пулайăн паянхи кун. Курма пынисем, жюри членĕсем кăмăлласах астиврĕç вĕсене.

Пирĕн аннесемпе аппасем, асаннесем, йăмăксем юрă-ташăра маттуррине юлашки конкурс кăтартса пачĕ.

Хĕрарăмсен пултарулăхне тĕрлĕ номинаципе хакларĕç. «Чун ăшши» номинацире В.Филиппова çĕнтерÿçĕ пулчĕ. «Чи лайăх кил хуçи» тата «Кил-çурт ăшшине упраканĕ» ятсене Э.Николаевăпа Т.Салаева тивĕçрĕç. «Культура тата пуянлăх», «Профессие парăнса ĕçлекен» номинацисенче Н.Смирнова, Г.Ванюркина палăрчĕç. М.Белкова, В.Абукова, В.Зубова «Хĕрарăм тата çемье», «Хĕрарăм паттăрлăхĕшĕн», «Общество ĕçĕнчи хастарлăхшăн» номинацисенче малтисем пулчĕç. Л.Носковăна вара «Спорт ăсти» ят тивĕçрĕ.

Районти хĕрарăмсен совечĕ конкурса ирттерме спонсорла пулăшу панă «Рассвет», «Дружба», «Асаново» ЯХПКсене, «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» ОООсене, БТИ коллективне чĕререн тав тăвать, ĕçре ăнăçусем, сывлăх сунать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика