АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче тимлĕрех пулăр

24 ноября 2010 г.

Иртнĕ шăматкун юр çуса лартрĕ, шăнтрĕ. Ноябрь вĕçĕнче юр ÿкни кĕтменлĕх пулмалла мар пек ĕнтĕ. Çапах иртнĕ 3 кун хăш-пĕр водительсем хĕлле çÿреме хатĕр маррине кăтартса пачĕç. Ноябрĕн 20—22-мĕшĕсенче район территорийĕнчи çулсем çинче 3 автоавари пулчĕ. Çак инкексенче, телее, вилнисем çук, 7 çын аманнă. Аварисен сăлтавĕ — çуллахи кустăрмасене хĕллехисемпе улăштарманни, пăрлак çул çинче водительсем хăйсене тĕрĕс тытма пĕлменни, çуран çын тимлĕхне çухатни. Акă пĕр аварие курнă çын çул урлă каçса инкеке лекнисене пулăшма васканă. Анчах хăй те асăрханайман, килекен автомашина чарăнса ĕлкĕреймесĕр ун çине пырса кĕнĕ, çул айккине анса кайнă.

Çул çÿрекенсене — водительсене те, çуран çынсене те — тимлĕрех пулма ыйтасшăн. Кунта васкани вырăнсăр, темиçе минут перекетлесе хăвăрăн пурнăçăра хăрушлăха кĕртсе ан ÿкерĕр. Тата çакна ас тăвăр: пăрлак çул çинче автомашина çийĕнчех чарăнаймасть, унăн тормоз çулĕ темиçе хут ÿсет. Пĕр-пĕрне хисеплĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика