20 ноября 2010 г.
Нумай пулмасть Георгий Орлов писатель-фронтовикăн «Вут-тăвăллă çулсем» кĕнекине вуласа тухрăм. Писатель хăй тÿссе ирттернĕ йывăр та аркатуллă вăрçă çулĕсем çинчен каласа парать. Кĕнекере Хĕрлĕ Çарта пĕрле пулнă юлташне аса илсе çапла çырать: «Уйăраççĕ пулĕ пире, — терĕ Ильинăн сылтăм айккинче пыракан Аркадий Беляев, Комсомольски районĕн йĕкĕчĕ салхуллăн, — мана çавăн пек туйăнать...»
Çакна вуласан эпĕ унăн шăпипе кăсăклантăм. «Астăвăм» кĕнекесем тăрăх çав ята шырарăм. Çĕнтерÿпе таврăннисем хушшинче унăн ячĕ çук. Вилнисене асăнса кăларнă «Астăвăм» кĕнекере çак ята шыраса тупрăм: Нĕркеçрен пулнă-мĕн вăл. 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ, ăна Проня шывĕнчен инçе мар Севарска ялĕнчи тăванла масара пытарнă.
Çакăн хыççăн Нĕркеç шкулĕпе çыхăнтăм. Кунта унăн шăпи çинчен пĕлеççĕ-мĕн. П.П.Таллеров таврапĕлÿçĕ-тĕпчевçĕ Аркадий Алексеевич Беляевăн вăрçă çул-йĕрне тĕпченĕ, ăна пытарнă вырăнти влаçсемпе, шкулпа çыхăннă.
Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнĕ вăхăтра, вун тăххăрта вăрçă вутĕнче пуç хунă çамрăк çинчен район хаçатĕнче вулакансене кĕскен те пулин каласа пани ытлашши пулмĕ.
А.А.Беляев 1925 çулта Нĕркеç ялĕнче çуралнă. 1943 çулхи ака уйăхĕнче каччăна Хĕрлĕ çара илеççĕ. Ăна Орловпа пĕр чаçе 330 дивизин 1109 стрелоксен полкĕн 3-мĕш батальон йышне кĕртнĕ. Вĕсен чаçĕ юпа уйăхĕнче оборонăра тăнă. Беляев фронта çитнĕ чух каланă пекех пулса тухнă: пĕр-пĕринчен уйрăлма тивнĕ. Аркадие сержант званийĕ панă та, отделени командирĕ туса хунă.
Часах вĕсен полкне наступление куçса тăшмана хăвалама приказ панă. Ку Десна шывĕнчен инçех те мар пулнă. Десна хĕрне çитсен шыв урлă каçса плацдарм йышăнма приказ панă. Шыв урлă каçмалли хатĕрсем пулман. Вăрман касса сулăсем хатĕрлеме тивнĕ. Çĕрлехи вăхăтра разведчиксем шыв урлă канат карса хунă. Ирпе ирех полк чаçĕсем сулăсем çине вырнаçса канат тăрăх шыв урлă каçма тытăннă. Плацдарма тытса тăма питĕ йывăр килнĕ: тăшман вĕçĕмсĕр вут-хĕм тăкнă.
Йывăр пулсан та, çак дивизири ытти полксем те каçнă шыв леш енне. Виçĕ талăк чарăнмасăр çапăçу пынă плацдарм патĕнче. Тăшманăн пурпĕр чакма тивнĕ. 1109 полк Белоруссири çапăçусене кĕрет.
1944 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче Проня шывĕ урлă каçма приказ илнĕ. Фашистсене хÿтĕленме меллĕ пулнă: шывăн леш енĕ çÿллĕ те чăнкă. Çак кун дивизин чаçĕсем атака хыççăн атакăна çĕкленнĕ, пурпĕрех шыв урлă каçса плацдарм йышăнса çирĕплетнĕ. Çак çапăçусенче Беляев сержант вилмеллех аманнă...
Стрелоксен 330 дивизийĕ Могилев хулине ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче уйрăмах палăрнă. Ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăласа «Могилевски дивизи» ятне панă.
Беляева пытарнă вырăнти шкул ачисем сакăр вуннăмĕш çулсенче çакна пĕлтернĕ: тăванла масар çинче вĕсем çапăçура вилнисене чысласа çамрăксене комсомол билечĕсем панă, пионерсене хĕрлĕ галстук çыхса янă.
Нĕркеç шкулĕнче те Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн, малашлăхĕшĕн пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă Аркадий Беляева чысласа асăну мероприятийĕсем ирттернĕ.
Вун тăххăрти çамрăк вилĕм çинчен мар, пуласлăх çинчен шутланă. Вăл чăн-чăн патриот пулнă. Тăван çĕр-шывшăн пурнăçне шеллемесĕр тăшманпа çапăçнă, ăна çĕнтерме чĕннĕ. Малашлăхшăн çапăçса пуç хунă салтаксен ят-сумĕ ан иксĕлтĕр.
Источник: "Каçал Ен"