20 ноября 2010 г.
Онкологи чирĕсенчен хĕрарăмсен сĕт парĕн ракĕ пĕр-ремĕш вырăнта тăрать. Унпа чирлесси Раççейре юлашки 20 çулта 30 процент ÿсрĕ. Ăна пула вилеслĕх те пысăк. Пирĕн çĕр-шывра чирĕн юлашки тапхăрне çитсен çеç тухтăр патне пыраççĕ. Кăкăр ракĕпе арçынсем те чирлеççĕ.
Кăкăр — питĕ ачаш орган, кирек мĕнле суран та рака аталантарма пултарать. Имплант сĕт парĕсенче юн çаврăнăшне пăсса чире ярать. Уçă кăкăрпа хĕртĕнме юрамасть. Çакă меланома (ÿт ракĕ) патне илсе пырса кăкăр ракне аталанма ытларах май парать. Бюстгальтерсемсĕр çÿресен те юн çаврăнăшĕ пăсăлса каймасть. Çапах та кăкăра хĕстермен аялти тумтирпе çÿреме тăрăшмалла. Ача çуратнă хĕрарăмсем çуратманнисенчен ракпа сахалрах чирлени паллă. Кăкăр ĕмĕртни амăшĕшĕн те, ачашăн та усăллă, анчах та çакă сĕт парĕн ракĕнчен хÿтĕлеймест. Ку чиртен асăрханма кăкăрсене пăхсах тăмалла. 40 çултан иртсен вара ыратсан ыратмасан та 2 çулта пĕрре маммографи витĕр тухмалла. Хальхи маммографисем сиенсĕр. Вĕсем шыçăн пĕчĕк паллине те тупса палăртаççĕ. Вăл аппарат магнитпа резонанслă томографи, УЗИ асăрхайман паллăсене те кăтартать.
Сĕт парĕсен ракне вăхăтра тупса палăртсан, юнашарти тĕртĕмсене куçса ĕлкĕреймесен операци вăхăтĕнче кăкăра сыхласа хăвараççĕ.
Хĕрарăмăн рационĕнче А тата Е витаминсемпе пуян апат пулмалла.
Чи кирли — чир паллисене вăхăтра тупса палăртасси.
Кăкăра хăвăр тĕллĕн тăтăшах тытса пăхмалла. Ăна менструаци циклĕн 5—10-мĕш кунĕсенче тĕрĕслемелле.
Источник: "Каçал Ен"