20 ноября 2010 г.
Чăваш Республикинчи Федераллă налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕнче хĕрсемпе хĕрарăмсем йышлăн ĕçлеççĕ. Акă А.Зобовăпа Е.Краснова — анализ, отчетпа парăмсене йĕркелесе тăракан пайăн инспекторĕсем. Вĕсем коллективра пысăк хисепре. Хĕрсем ĕçре тăрăшуллă, спортра та хастар. Чăваш Республикинче ирттерекен тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнса начар мар кăтартусемпе таврăнаççĕ.
Елена Владимировнăпа Анна Вячеславовна ума лартнă тĕллевсем патне ăнтăлаççĕ. Хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлаççĕ. «Ĕçне кура — хисепĕ»,— теççĕ халăхра. Пултаруллă хĕрсене тăрăшулăхшăн пĕр хутчен мар грамотăсем парса чысланă.
Источник: "Каçал Ен"