20 ноября 2010 г.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Раççейри налук службине туса хунăранпа 20 çул çитет. Ăна пирĕн районта ĕçлекен налукçăсем те анлă паллă тума хатĕрленеççĕ.
Чăваш Республикинчи Федераллă налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцине 2009 çултанпа Вячеслав Александрович Антонов ертсе пырать. Уяв умĕн вĕсем кăтартăвĕсемпе мухтанма чăннипех те пултараççĕ. Пирĕн районта налук пухас енĕпе лару-тăру еплерех-ши. Çак ыйтăва В.Антонов уçăмлатрĕ.
— Кăçалхи 9 уйăха пысăк çи-тĕнÿсемпе вĕçлерĕмĕр. Федераллă бюджета 12152 пин тенкĕ, республика бюджетне — 37033 пин тенкĕ, вырăнти бюджета 49313 пин тенкĕ налук хывнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтартусем — 8470 пин тенкĕ, 29202 пин тенкĕ, 48938 пин тенкĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, федераллă бюджета 125,7 процент, республика бюджетне 126,8 процент, вырăнти бюджета 100,8 процент ытларах кĕнĕ.
Сăмах май, районти ертÿçĕсен право ăнланулăхĕ çÿлти шайрине палăртмалла. Çавна пулах, налуксене те вăхăтра куçарса параççĕ, парăмçăсен йышĕ чакрĕ, вăхăтра тÿлекенсен — ÿсрĕ. Парăмçă-организаци, предприяти çукпа пĕрех, çавăнпа кунта налук службинче ĕçлекенсен те, ертÿçĕсен тÿписем те пысăк.
— Маттуррисем хушшинче тата та маттуррисем пур, паллах. Хуть мĕнле организаци-предприятие те «форвардсем» ертсе пыраççĕ. Кăтартăвĕ те вĕсенчен нумай килет. Камсем-ха вĕсем, пĕлме юрать-и.
— Ĕçченсенчен никама та мухтаса уйăрса каласшăн мар — пурте тăрăшаççĕ. Инспекцири камераллă пай ĕçченĕсене асăнса хăварас килет. Вĕсем — организаци-предприятисенчи, хуçалăхсенчи финанс дисциплинине çирĕплетекенсем. Ăна А.Г.Николаева ертсе пырать. Унта пурĕ пĕрле 16-ăн тăрăшаççĕ. Нумайшар çул ĕçлекенсем те пур. Алевтина Геннадьевна, тĕслĕхрен, хăех налук службинче 18 çул ытла вăй хурать. Аслă пĕлÿллĕскер, çынсемпе те лайăх калаçать, ăнлантарса парать. Ахальтен мар ĕнтĕ паха опытлă налукçăна пĕр хутчен кăна мар Хисеп хучĕсем парса чысланă. Çак пайрах ĕçлекен Светлана Ильинична Жукова тата ыттисем те тăрăшуллă.
— Налук службине туса хунăранпа кăçал 20 çул çитет. Эсир хăвăр кунта миçе çул ĕçлетĕр.
— Çак службăра эпĕ 20 çул ĕçлетĕп. Республикăра эпир ун пеккисем иккĕн, тепри сирĕн район çынни — Евгений Иванович Чернов.
— Вячеслав Александрович, эпир Сирĕнпе 2009 çулта курса калаçнăччĕ ĕнтĕ. Унтанпа мĕнле улăшусем пулса иртрĕç. Тĕслĕхрен, çемьере/
— Аслă ывăл, Александр, диплом илсе ĕçе вырнаçрĕ. Ман çулпа кайрĕ: вăл — налук инспекторĕ, Шупашкарта ĕçлет. Кĕçĕн ывăл Алексей Шупашкарти коопераци институтне вĕренме кĕчĕ. Пурнăç малалла шăвать...
— Пĕлетĕп, уяв кунне эсир Мускаври Кремльте кĕтсе илетĕр. Унта, паллах, чи лайăххисене кăна йыхравлаççĕ...
— Пире унта Раççей Президенчĕ Д.Медведев саламлĕ. Тĕп хуламăра лайăх кăтартусемпе çула тухатăп. Парнесĕр килмĕпех пуль тетĕп-ха.
— Мĕнех, калаçушăн тавтапуç. Уяв ячĕпе кăмăлтан саламлатпăр, ĕçре ăнăçу
Источник: "Каçал Ен"