АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле, ÿсĕмсене сăнлать, маттуррисене ырлать

20 ноября 2010 г.

 

«Мĕн тери савăнаттăмăр пулĕ вăлтана партас, кăртăш, пысăк çăрттан, уланкă, хĕрлĕ куç, шампа пулăсем лексен. Партас текен пуллăн чĕрĕ виçи 1—2 килограма яхăн таятчĕ. Анчах та çак тĕлĕнмелле илемлĕх хăшпĕр çынсен чунсăрлăхне пула вăхăтсăр сÿнчĕ (апрелĕн 11-мĕшĕ). Сăмах кунта Кĕтне юхан шывĕ пирки пырать. 1989 çултах вăл ăшăхланса пынă. Н.Краснов обществăлла корреспондент кун пирки пăшăрханса çырать. Паянхи кун та Кĕтне хăйĕн илемĕпе илĕртмест-ха.

«Сысна ĕрчетеççĕ» заметкăра С.Смирнов çĕр-шывăн апат-çимĕç программине пурнăçласа Калинин ячĕпе хисепленекен колхоз ĕçченĕсем хушшинче 10—20 çура, 5-шер вăкăр самăртакансем, 3—4 ĕне тытакансем пулнине çирĕплетет.

Апрель уйăхĕнчи КПСС райкомĕн бюровĕ совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 50 çул çитнĕ тĕле районăн Асăну кĕнекине кăларма палăртнă,15 çынран ĕçлĕ ушкăн туса хунă. Хальхи вăхăтра вара Асăну кĕнекипе кирек кам та паллашма пултарать.

Н.Никифоров журналист пирки статьясем, шухăшсем тăтăшах пичетленсе пынă. «Кĕрешÿçĕпе сăнавçă», «Пысăк меслетпе ĕçлесен» статьясенче районти яваплă çынсем тĕлĕшпе йышăннă мерăсене çутатса панă.

КПСС райкомĕн апрелĕн 14-мĕшĕнчи пленумĕнче П.И.Мужикова парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнчен хăтарнă, ун вырăнне Комсомольски вăтам шкулĕн учительне Г.А.Уткина (вăл чылай çул «Октябрь ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ) вăрттăн сасăласа суйланă.

Май уйăхĕн 3-мĕшĕнче çухалнăранпа икĕ уйăх иртсен «Октябрь ялавĕ» хаçатăн журналистне Н.В.Никифорова пытарнă. Çакăн çинчен «Юлашки çула ăсатрĕç» (майăн 9-мĕшĕ) статьяра çырса кăтартнă.

Хаçат çĕнĕ рубрика уçнă — «Диалог: Вулакан. Хаçат». Унта вулакансене интереслентерекен ыйтусене хуравласа пынă.

Хальхи çамрăксемшĕн чăннипех те кăсăклă пулĕ çак йĕркесем: «Района иккĕмĕш квартала фондпа 18 тонна кĕпе-йĕм çумалли порошок уйăрса панă. Е пĕтĕмĕшле шутланă тăрăх кашни çын пуçне 600 грамм порошок тата 200 грамм хуçалăх супăнĕ тивет» (майăн 11-мĕшĕ).

«Ентешсен ретĕнчи çĕнĕ ят» статьяра пирĕн ентешĕн В.Туркайăн пĕрремĕш кĕнеки «Çăлкуç çути» пичетленсе тухнине хыпарланă (майăн 18-мĕшĕ). Унтанпа поэтăн чылай кĕнеки халăх патне çитнĕ.

Чăваш АССР Журналистсен союзĕн Элкер ячĕллĕ премине 1988 çулшăн Н.В.Никифорова парасси çинчен калакан постановлени пичетленнĕ (июнĕн 6-мĕшĕ).

Район хаçачĕ яшсемпе хĕрсем валли «Çунатлă çамрăклăх» страница кăларса тăма пуçланă (июнĕн 8-мĕшĕ).

1937—1940 çулсенче репрессире шар курнисем пирки ытларах калаçма пуçланă. Хаçатра çапăннă «Айăпсăр айăпланнă» статьяра Нĕркеçри Д.Немцев хăйĕн синкерлĕ шăпи çинчен каласа парать (июнĕн 13-мĕшĕ). Вăл çулсенче айăпсăррисене реабилитацилессипе çыхăннă комиссисем, «Мемориал» («Астăвăм») общество та ĕçлеме пуçланă.

ВЛКСМ райкомĕ районти ĕçпе юрă уявĕ умĕн çамрăксен лотерея вылявне ирттернĕ. Чи хаклă выляв — турист путевки (100 тенкĕ) пулнă.

1980 çулсенче çĕрулмин сăтăрçи, ял халăхĕн тарăхтармăшĕ, колорадо нăрри пирки çине-çинех калаçма пуçланă. Унран хÿтĕленес тĕлĕшпе специалистсем чылай статьяра сĕнÿсем панă пулин те, вăл паянхи кун та «иккĕмĕш çăкăрăн» тĕп тăшманĕ пулса тăрать-ха.

Районти яваплă специалистсемпе пĕрле хаçат сотрудникĕсем те колхозсене, промышленность предприятийĕсене, социаллă-культурăллă объектсене тăтăшах тухса çÿренĕ, унти лару-тăрупа паллашнă. Çул çÿреврен таврăнсан «Пирĕн рейд» рубрикăпа тăтăшах статьясем пичетленĕ.

«Хăмла тупăш кÿрет» ят панă С.Ильина корреспондент хăйĕн статйине. Çакна тĕслĕхпе çи-рĕплетет, агроном-хăмлаçă М.Афанасьев сăмахĕсене илсе кăтартать. «Заря» колхозра хăмла 17 гектар çинче ÿсет. Пĕлтĕр хăмлан альфа-кислотноçĕ 3,5 процент пулнă. Паха хăмла çитĕнтернине пула кăна иртнĕ çул (альфа кислотине пăхса) колхоз кассине 83 пин те 90 тенкĕ укçа кĕнĕ» (июлĕн 15-мĕшĕ). Вăл вăхăтра тупăшлă пулнипех тĕр кашни колхозрах хăмла юписем лартса хучĕç. Халĕ вара вĕсем пĕрре вырăн йышăнаççĕ, тепре усăсăр лараççĕ. «Асаново» тата «Алга» ял хуçалăх кооперативĕсенче çеç çак культурăпа ĕçлеççĕ.

Июлĕн 17-мĕшĕнче районти колхозсенчи сĕт-çу фермисем кашни ĕнерен талăкра мĕн чухлĕ сĕт сунине кăтартакан сводкăпа интересленсех паллашрăм. Çĕнĕкипеçсем пĕрремĕш вырăнта! Хирти Мăнтăр ферми те малтисен ретĕнче. Кăçалхи кăтартусемпе вара вĕсем кайри вырăнтан тухса курман.

Н.Коновалов (халĕ «Хыпар» хаçатăн пай заведующийĕ) практикăна килнĕ. Унăн тĕрлĕ темăпа çырнă статйисемпе тĕрлен чĕкĕсем пичетленнĕ.

1989 çулсенче «Знамя», «Гигант», Калинин ячĕллĕ, «Красный Октябрь», «Дружба», «Заветы Ильича», «Восток» тата ытти хуçалăхсем те пахча çимĕç нумай çитĕнтернĕ. «4 гектар çинчен 30 тонна хăяр пуçтарнă. Мĕнпур хăяра государствăна хаклă хакпа сутнă. Çапла вара лайăх пахалăхлă хăяр сутса колхоз кассине 30 пин тенкĕ укçа кĕнĕ»,— пĕлтерет «Дружба» колхозран Л.Дмитриева (июлĕн 25-мĕшĕ).

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика