20 ноября 2010 г.
Россельхознадзор кăтартăвĕсем тăрăх, Раççей Федерацийĕнче çĕпĕр язви тĕлĕшпе эпизоотилле лару-тăру япăхланни палăрать. Çакă выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ çине витĕм кÿрет. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку енĕпе Астрахань, Волгоград облаçĕсенче, Бурятире, Пушкăртстанра, Краснодар крайĕнче ăнăçсăр пунктсене регистрациленĕ. Акă, Краснодар крайĕнчи Белоглински районĕнчи «Успенский АПС» ОООри сĕт-çу ферминче кăçалхи сентябрĕн 19—27-мĕшĕсенче çеç 154 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 3 уйăха çитмен 60 пуç пăру чирленĕ, 3-шĕ вилнĕ, 20 пуçне вĕлернĕ. Выльăхсенчен проба илнĕ хыççăн вĕсенче çĕпĕр язви чирне тупса палăртнă. Çĕпĕр язвин вар-хырăм тата ÿт формин чирĕн паллисене кура 7 çынна больницăна вырттарнă. Специалистсем вирус унччен выльăх масарĕ пулнă вырăнтан турттарса килнĕ тăпрара пулнă тесе шутлаççĕ.
Пирĕн республикăра та ку чир тĕлĕшпе хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан çăлкуçсем пур. Чăваш Енре 836 выльăх масарĕ, 28 биотермилле шăтăк. Выльăх масарĕсен 47 процен-тĕнче, 406-шĕнче, çĕпĕр язвиллĕ выльăхсене пытарни паллă. Унчченхи вăхăтра выльăхсен чирĕсене тĕрĕс диагноз лартманнипе ытти выльăх масарĕсенче те çĕпĕр язвиллисем çуккине çирĕплетсе калаймастăн. Чире пуçарса яракан спорăсем тăпрара 100 е ытларах та çул пурăнма пултараççĕ. Çут çанталăк ырă условисем туса парсан вĕсем çиеле тухас хăрушлăх та пур. Кĕркуннехи тĕрĕслевсем вăхăтне пĕтĕм выльăх масарне те карта тытса çавăрнине, паллăсем çирĕплетнине кăтартса пачĕ. Шел, хăш-пĕр çĕрте картасем çĕрĕшнĕ, çĕре ÿкнĕ. Ун пек ÿкерчĕксене Вутланри, Анат Тимĕрчкассинчи, Вăрманхĕрри Чурачăкри, Хирти Мăратри выльăх масарĕсенче асăрхарăмăр. Шурутра выльăх масарне кĕтÿ кĕртеççĕ, Тутар Шурутра çĕнĕ çĕрте выльăхсене пытарни палăрчĕ. Çакă çĕпĕр язвин бациллисемпе сывă выльăхсем сиенленесрен хăрушă.
Район хаçатĕнче темиçе хутчен те çырса пĕлтернĕччĕ, республикăри, Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсенче ку чир хăрушлăхĕ пирки тăтăшах асăрхаттарса тăратпăр, тăраççĕ те. Çĕпĕр язви питĕ хăрушă чир. Унпа килти выльăхсем, тискер чĕр чунсем, çавăн пекех çынсем те чирлеççĕ. Вăл ерсен хăвăрт аталанать. 1—3 кунран вилĕм патне илсе çитерет. Выльăхсен ытларах вар-хырăмĕ сиенленет. Хырăмĕ хăпарса каять, юнлă каяш тухать, чĕтреттерет, температура ÿсет. Сĕтре тата шăкĕнче юн курăнать. Вилес умĕн çăварĕнчен юн юхать.
Çак хăрушă чиртен асăрханас тĕллевпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене бюджетран выльăх масарĕсене пăхса тăма укçа-тенкĕ тупма сĕнетпĕр.
Выльăх масарĕсенче выльăх виллисене тата биологилле ытти каяшсене пытарма, кĕтÿ кĕртме, курăка çулма чармалла. Çавăн пекех унти çĕре чавма, тăпрана урăх çĕре илсе тухма юраманнине пĕлтермелле.
Районта выльăх тытакансен тата унăн продукцине сутас енĕпе ĕçлекенсен чирлĕ выльăха ветеринар пăхмасăр пусмалла мар. Чирлĕ выльăх какайĕпе тата шалти органĕсемпе ветеринарипе санитари экспертизисĕр апатра усă курма юрамасть.
Çитĕннĕ выльăха çулталăкне пĕр хутчен, пур йышши çамрăк выльăха та (тихасăр пуçне) 4 уйăхран, тихана 9 уйăхран çĕпĕр язвинчен вакцинăламалла. Тепĕр хут çак ĕçе 6 уйăхран пурнăçламалла.
Çĕпĕр язвиллĕ выльăх виллине тирĕпе пĕрлех çунтарса ямалла. Çак хăрушă чир пирĕн тăрăхра сиксе ан тухтăр тесен кашни çыннăнах яваплăха туймалла, асăрханулăх пирки манмалла мар. Чир фермăсенчи кĕтĕве, уйрăм çынсен выльăх-чĕрлĕхне сиен ан кÿтĕр тесен ветеринарипе санитари нормисене çирĕп пăхăнмалла. Çакă хамăршăнах лайăх пулĕ. Паян инкек пулман-ха тесе лăпланмалла мар.
Источник: "Каçал Ен"