20 ноября 2010 г.
Кĕçех сивĕсем пуçланĕç. Ялсенче çут çанталăк газĕ кĕртмен хуçалăхсем те пур-ха. Статистика тăрăх, республикăри кашни пиллĕкмĕш пушар юсавсăр кăмакана пула тухать. Инкек-синкекре вара çурт-йĕр, пурлăх çунса каять, çынсен пурнăçĕ те татăлать. Çавăн пек юсавсăр кăмака сăлтавĕпе кăçал Çĕнĕ Мăратра, Александровкăра, Комсомольскинче пушарсем пулчĕç. Мунча кăмаки хĕрсе кайнипе Чĕчкен, Урмаел ялĕсенче те вут-çулăм тухнă.
Çак инкексем кăмакасене правилăна пăхăнса тусан пулман пулĕччĕç. Акă тĕтĕм трубипе стена хушши 38 сантиметртан кая пулмалла мар. Кашни кăмака умне 70х50 см тимĕр листи çапмалла. Алăксем тĕрĕс-тĕкел хупăнмалла. Хутнă чухне краççынпа, бензинпа усă курма юрамасть. Кăмака трубисем асбоцемент кирпĕчрен пулмалла мар. Вĕсене хĕртнĕ тата вутра çунман кирпĕчрен тумалла.
Источник: "Каçал Ен"