20 ноября 2010 г.
«Сывлăх» приоритетлă наци проектне ĕçе кĕртес тĕллевпе 2010 çулта пирĕн районта вируслă В гепатита хирĕçле 18 çултан пуçласа 55 çула çитичченхи 30 çынна, полиомиелита хирĕçле 280 ачана прививка тума планланă.
Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вируслă В гепатитран 30 çынна (виçĕ тапхăрпа), полиомиелитран 228 ачана, е планланинчен 81,4 процентне прививка тунă.
Грипп чирĕнчен районта пурĕ 4024 çынна (тÿлевсĕр) прививка тунă, вăл шутран ача сачĕсене çÿрекенсене — 700, шкул ачисене — 600, медицина ĕçченĕсене — 350, вĕрентÿ ĕçченĕсене, 60 çултан аслăраххисене — 2145 çынна. Пандеми грипĕнчен 100 çынна вакцинăланă, ÿт-пÿ чирĕсемлисене — 650, медицина ĕçченĕсене — 150, патшалăх тата муниципалитет ĕçченĕсене — 200 çынна.
Источник: "Каçал Ен"