20 ноября 2010 г.
Кăçалхи çул районти чылай хуçалăхшăн выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çăмăлах пулмĕ. Шăрăх çанталăка пула выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеймен. Республика шайĕпе пăхсан, районти сĕт-çу фермисем виççĕмĕш вырăнта пулин те, сăвăм, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 2 килограма яхăн чакнă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕнесем талăксерен 8,7-шер килограмм сĕт антараççĕ. Çав вăхăтрах хырайĕнелсем 13,1 килограмм, тукайсем 11 килограмм сĕт сăваççĕ. Халăхран сĕт пуçтарасси те чакса пырать.
Источник: "Каçал Ен"