17 ноября 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 38 статйипе килĕшÿллĕн, кашни ашшĕ-амăшĕн ачисене пăхмалла, апат-çимĕçпе, тум-тирпе тата ыттипе те тивĕçтермелле. Воспитани пирки те манмалла мар. Енчен те çакна пăхăнмасан, çынна уголовлă майпа айăплама пулать.
2010 çулта районти суд приставĕсен служби Уголовлă Кодексăн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе 6 ĕç тĕпчесе суда ярса пачĕ. Суд парăмçăсене айăпласа приговор кăларнă, уголовлă майпа явап тыттарнă. Алимент тÿлемен 7 çынна административлă майпа та штрафланă, шыраса илнĕ укçине патшалăх хыснине хывнă.
Источник: "Каçал Ен"