АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гипертони чирĕ тата унпа кĕрешесси

17 ноября 2010 г.

 

Гипертони чирĕпе кĕрешесси хальхи вăхăтра çивĕч пулнине шута илсе, патшалăх тĕллевлĕ программа та йышăннă. Çапах çакна палăртас килет — чирлĕ çын хăй тăрăшмасан, ăна нимĕнле патшалăх та, тухтăрсем те пулăшаймаççĕ.

Гипертонипе чирлекен çыннăн çакна асра тытмалла: унăн юн пусăмĕ мĕнле шайра пулнине пĕлсе тăмалла. Юн пусăмне çын хăйне лайăх туйнă чухне те, йывăрлансан та, япăх туйнă чухне те виçсех тăмалла. Сывă çыннăн юн пусăмĕн çÿлти шайĕ 140-рен, аялти — 90-ран пысăкрах пулмалла мар. Юн пусăмĕ мĕн вăхăтран хăй виçине ларнине, çанталăк тăрăх мĕнле улшăнса тăнине сăнамалла. Çак тĕллевпе ятарлă прибор — тонометр туянмалла. Вăл гипертони чирĕпе чирлекен çынсене уйрăмах кирлĕ. Пуç ыратма тапратсан, эмел шыриччен малтан юн пусăмне виçсе пăхмалла, вăл выляса тăнине пĕлсессĕнех тухтăр патне васкамалла. Чире мĕн чухлĕ малтан сиплеме пуçлатăр, çавăн чухлĕ унăн малалла аталанас шанчăкĕ пĕчĕкрех.

Юн пусăмне пĕр шайра тытса тăрассинче диета пысăк вырăн йышăнать. Чи малтанах тăварлă çиессине чакармалла (талăкри тăвар норми 5—6 грамран ытла мар). Рационра тăварлă пулă, какай, тăварланă хăяр, консервсем пулмалла мар. Çавăн пекех услам çу, хăйма, çăмарта çиессине чакармалла. Ытларах улма-çырла, пахча çимĕç, сĕт-турăх çиме тăрăшăр. Гипертонипе чирлекен çынна калипе пуян апат çимĕç питĕ кирлĕ. Кали апельсин, банан, курага, кишĕр, купăста, çĕр улми тата çак çимĕçсенчен тунă сĕткенсенче нумай.

Ытлашши ÿт хушни те чирлĕ çыннăн пурнăçне япăхлатать, йывăрлантарать, кĕскетет. Çавна май хăвăр виçене пĕр шайра тытма тăрăшăр. Пысăк калориллĕ, варенирен, печенирен, чустаран пĕçернĕ апат-çи-мĕçрен аякра тăрăр.

Шурă çăкăра хурипе, çĕр улмине купăстапа улăштарăр. Ытларах утма, уçă сывлăшра пулма тăрăшăр. Шыва кĕни, гимнастика туни те питĕ усăллă.

Çак чирпе чирлекен çыншăн пирус тĕтĕмĕ те питĕ сиенлĕ. Тĕтĕмри углерод окиçĕ ахаль те чирлĕ, аманнă юн тымарĕсене тата вăйлăрах сиенлет, чире малалла аталантарать. Çавăнпа та гипертониксен пирус туртма юрамасть! Уншăн тепĕр çын туртакан пирус тĕтĕмĕ те сиенлĕ. Кун çинчен чирлĕ çыннăн юлташĕсен, тăванĕсен, ĕçлекенĕсен пĕлсех тăмалла, асра тытмалла.

Чир аталанса пынă май, организмра каялла тавăрма çук улшăнусем пулса иртеççĕ, атеросклероз аталанас хăрушлăх ÿсет.

Атеросклероз чирĕ пуçланса каясси юнри холестерин шайĕнчен килет. Сывă çыннăн холестерин юнра 5,2 ммоль литртан пысăк пулмалла мар. Анчах та çак шайран иртсен чир пуçланса каясса кĕтсех тăмалла.

Гипертонипе чирлекен çыннăн çулталăкне пĕрре е икĕ хут юнри холестерин шайне тĕрĕслеттермелле. Холестерин шайĕ юнра кирлĕ виçерен иртет пулсан, сирĕн диетăна тата та çирĕпрех пăхăнмалла.

Юн пусăмĕ вылянса тăрасси (ÿсесси) çын кăмăл-туйăмĕ улшăннинчен те килет. Хурланни, савăнни, тарăхни — çак туйăмсем пурте юн пусăмне ÿстерме пултараççĕ. Пăлханмалли самантсенчен май çитнĕ таран пăрăнмалла. Пурнăçра пулса иртекен кашни улшăнăва чĕре патне илесрен асăрханмалла.

Пурнăç йĕркине тĕрĕс тытса пырсан, киревсĕр йăласемпе туслашмасан, хăвăрăн юн пусăмĕн виçине ялан тĕрĕслесе, пĕлсе тăрсан, диетăпа кун йĕркине пăхăнсан тата эмелсемпе сипленсен çак хăрушă чире пăхăнтарса эсир тулли пурнăçпа пурăнма, вăй-халпа ĕçлеме, юратма, ачасемпе, мăнуксемпе савăнса, вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттерме пултаратăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика