17 ноября 2010 г.
Л.А.Васильева Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан хĕр ача математика, хими, биологи предмечĕсене юратсах шĕкĕл-ченĕ. Шкул пĕтерсен 1980 çулта Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Людмила 1982 çулта «протезсем хатĕрлекен шăл техникĕ» специальноçа алла илнĕ хыççăн Комсомольски районĕн тĕп больницинче ĕçлеме пикенет. Çак пархатарлă ĕçре 28 çул ытла тăрăшать.
«Çыннăн кулли яланах илемлĕ те илĕртÿллĕ пултăр. Ăна вара хитре, сывă шăлсемсĕр ниепле те кăтартаймастăн. Çавăншăн тăрăшатпăр та ĕнтĕ»,— тет Людмила Алексеевна, шлейф-мотор çинче ĕçне малалла тăсса. Шăл протезĕсене шурă халатлă ĕçченсем пластмасс материалран туса хатĕрлеççĕ. Л.Васильева кăткăс та яваплă ĕçе çÿлти шайра пурнăçлать. Ун пирки ĕçтешĕсем те, кÿршĕ-аршă та кăмăллă калаççĕ.
Мăшăрĕпе, Геннадий Валентиновичпа, 1985 çулта çемье çавăрнă. Асанкасси каччи сăпайлă та тăрăшуллă хĕре пĕрре курсах юратса пăрахнă тăр. Васильевсем икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, тĕрĕс воспитани панă. Ирина Çĕнĕ Шупашкарти больницăра тăрăшать. Маттур хĕр пирки сывалма килнисем ырăпа кăна калаçаççĕ. Алина вара — Чăваш патшалăх университечĕн 5-мĕш курс студентки. Акăлчан чĕлхине шĕкĕлчет. Ĕçленĕ май Людмила Алексеевна ерипен пуплет: «Пурнăç илемĕ, паллах, ачасенче. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе эпĕ савăнатăп. Çулсем иртнĕ-çемĕн чи кирлине хаклама вĕренсе çитетпĕр: сывлăх, пуç çийĕнчи кăвак тÿпе, ачасем тĕрĕс-тĕкел пулни...»
Источник: "Каçал Ен"